Понедельник, 14 октября

Пахалăхлă сыр хатĕрлеççĕ

Пахалăхлă сыр хатĕрлеççĕ

Октябрĕн 17-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, унăн çумĕ Татьяна Рябинина тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи «Изамбаевский» сĕт-çу заводне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Асăннă завод сĕт продукцийĕн рынокĕнче — 1999 çултанпа. Предприяти ертÿçи Вадим Агамирян заводра малтанах 2 тĕрлĕ продукци — «Сулугуни» тата «Адыгейский» сырсем — туса кăларнине палăртнă. 2007 çулта, модернизациленĕ хыççăн, кунта çемçе сыр тумалли цехпа чĕркемелли уйрăма, хатĕр продукци складне хута янă.
Хальхи вăхăтра предприяти çĕнĕ йышши оборудованисемпе усă курса кунне 3—3,5 тонна сыр тăвать. Çуллахи тапхăрта кăтарту 4—5 тоннăпа танлашать.
— Пирĕншĕн продукци пахалăхĕ чи малти вырăнта. Эпир Елчĕк, Канаш тата Комсомольски районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер хуçалăхĕсемпе ĕçлетпĕр, — палăртнă Вадим Сергеевич.
«МЕТРО», «Карусель», «Перекресток», «Пятерочка» супер- тата гипермаркетсенче те вĕсен продукцине хапăлласах туянаççĕ.
— Пахалăхлă, усăллă продукци хатĕрлесси — пирĕн пирвайхи тивĕç, — теççĕ кунти ĕçченсем.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *