Понедельник, 7 октября

Явап тыттармалла

Явап тыттармалла

Ялсенче пĕрре анчах мар кирлĕ мар ăпăр-тапăра ăçта килнĕ унта тăкнине асăрхама пулать. Вĕсене ытларах чухне çырма-çатрасене, йывăç ытларах ÿсекен вырăнсене, хире пăрахаççĕ. Вăл çеç-и, вăрмансенче тата мĕн чухлĕ кирлĕ мар япала выртать? Çакă вара килĕшÿллĕ-ши? Ăпăр-тапăра пăрахма юраманни пирки пĕрре кăна мар çыратпăр, асăрхаттаратпăр пулин те çынсем йĕркене пăхăнма хăнăхмаççĕ. Кун пек чухне вара вĕсене административлă йĕркепе явап тыттарни вырăнлă пулĕ. Тен, çакă ял çыннисене ăса кĕртĕ. Сăмахран, районти шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх хыт каяшсене ятарлă вырăна тăкманшăн, урăх вырăна кайса пăрахнăшăн тавралăха варалакан ячĕпе протокол çыраççĕ. Çакна участковăй пурнăçлать. РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 8.2 статйипе килĕшÿллĕн уйрăм çынсене 1000—2000 тенкĕ таран, должноçрисене 10000—30000 тенкĕ таран, уйрăм предпринимательсене 30000—50000 тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчисене 100—250 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Штраф виçи пĕчĕк мар. Çакна шута илсе килти хыт каяшсене палăртнă вырăна пăрахсан перекетлĕрех пулĕ.
Çавна май йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе малашне ял тăрăхĕсенче рейдсем йĕркелеме палăртнă. Кăнтăрлахи вăхăтра çеç мар, каçхине те çула тухма хатĕр пакунлă ĕçченсем.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *