Каçхи тÿпе çутă çăлтăрсемпе тата уйăхпа мухтанма пултарать пулсассăн, Каçал ен тăрăхĕ вара — çуратса, кăкăрĕ çинче лăпка-лăпка ÿстернĕ хăйĕн маттуртан маттур ывăл-хĕрĕпе. Çакăн евĕр хастарсем пирĕн тăрăхра, чăн та, питĕ нумай. Пĕрисем илемлĕ литературăра палăрнă, палăраççĕ пулсассăн, иккĕмĕшĕсем хăйсене медицинăра е педагогикăра тупнă, виççĕмĕшĕсем вара — чун-чĕрипе çĕр ĕçне парăннă. Пирĕн тăрăхăн ывăлĕ, район, республика сумне çÿле çĕкленĕ хастарсенчен пĕри — ял хуçалăхĕнче чылай çул тăрăшнă ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Силантий Терентьевич Ишмуратов.
— Силантий Терентьевич хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те, алă усса лармасть, садра, пахчара тăрăшать, яланах çĕр ĕçĕпе юнашар вăл. Унăн кил картишĕнче мĕн çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех — чечексем çеçкере, хăйсен илемĕпе вĕсем чун-чĕрене савăнтараççĕ. Ял çыннисене те Силанти тете яланах май пур таран пулăшма тăрăшать: çимĕç паракан йывăçсене сыпать, çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, — теççĕ ун пирки ял çыннисем.
Эпĕ пынă вăхăтра Силантий Терентьевич вăрлăхсем хатĕрлетчĕ. «Тепĕр çул валли кирлĕ, пачах та пушă ларма юратмастăп», — терĕ вăл кÿршисен сăмахĕсене çирĕплетнĕ евĕр. Силанти тетен хуçалăхĕ йывăç-тĕмсемпе пуян: панулмипе юнашар сырлан çитĕнет, хурлăханпа хăмла çырли тĕммисем… Пÿрт çумĕнче çупкам-çупкам иçĕм çырли ÿсет. «Кăçал, çанталăка пула, çимĕçĕпе ытлашши савăнтармарĕ-ха», — терĕ Силанти тете. Хыçалти пахчара çитĕннĕ «иккĕмĕш çăкăрпа» ытти пахча çимĕçсене тахçанах пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Сарă пĕркенчĕкпе витĕннĕ çырмари шурă хурăнсем пирки ыйтсан, Силантий Терентьевич вĕсене унăн мăшăрĕ, Шура аппа, лартни пирки асăнчĕ. Çырма пирки сăмах пулсассăн, унта тирпейлĕх хуçаланнине палăртмалла. Кунта ретĕн-ретĕн, шурă хурăнпа пилеш, хыр тата ытти йывăç-тĕмсем ÿсеççĕ.
Силантий Хырай Ĕнелĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ачасенчен чи асли пулнă май, вăл хирте ĕçлекен ашшĕне яланах пулăшнă. Çапла майпа çамрăк мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, ваттисем калашле, унăн «ури çине ĕне ытла ир пуснă». Тен, пĕчĕк Силантин çĕр ĕçне юратасси, тĕш-тырăсен тухăçлăхне ÿстерес кăмăлĕ çак тапхăрта çуралнă-и?
— Атте колхозра ĕçлетчĕ, вăл жаткăпа тырă выратчĕ. Мана та, пĕчĕкскере, яланах хăйпе пĕрле илетчĕ. Чăн та, ĕçчен çын пулнă атте. Хирте çÿреме питĕ килĕшетчĕ, ывăннине те сисместĕмччĕ. Шел пулин те, часах çĕршывра вăрçă хускалчĕ. Атте Ленинград фронтĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Унта илсе кайиччен, малтанах, вĕсен ушкăнне Канашра вĕрентрĕç. Кун-çул парнеленĕ çыннăма курма кайрăм, анчах та тĕл пулаймарăм — ăна унтанпа урăх курман, — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ сумлă ватă.
Хырай Ĕнелĕнчи çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан çамрăк Комсомольскинче вăтам пĕлÿ илнĕ. Пурнăçне ял хуçалăх енĕпе çыхăнтарассине вăл тахçанах пĕлнĕ, анчах — çĕр е выльăх-чĕрлĕх? Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме Силанти Хусана çул тытнă. Çамрăк малтанах зоотехника вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ, анчах унăн шăпине ăнсăртлăх татса панă — вăл агроном профессине суйласа илнĕ.
— Студент тапхăрĕ — чи ыррисенчен пĕриччĕ, преподавательсем пире тарăн пĕлÿ парассишĕн вăй-халне шеллеместчĕç, тăрăшатчĕç. Вĕсенчи ăсталăха, хушăран, ăмсанаттăм та. Çакăн пек ăста педагогсем аллине лекнишĕн чунтан савăнатăп эпĕ. Хамăн та вĕсем евĕр пулас килетчĕ, çавăнпа тăрăшса вĕренеттĕм, — терĕ ученăй-агроном вĕрентекенĕсен шайне тахçанах çитнĕскер.
Дипломлă специалиста Тутар АССРĕн Ял хуçалăх министерстви Çĕпрел рай-онĕнчи Чукал МТСне ĕçлеме янă. Май—октябрь уйăхĕсенче çамрăк агрономра тăрăшнă, каярах вăл Фрунзе ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1956 çулта Ишмуратов тăван тăрăха куçса килсе Комсомольскинчи МТСра тĕп агрономра ĕçе кÿлĕннĕ. Хастарлăхне кура ăна икĕ çултанах ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен инспекци начальникĕ пулма шаннă. Каярах ăна колхоз председателĕнче тăрăшма сĕнеççĕ, анчах та Силантий Терентьевич килĕшмен. Çамрăк специалиста Вăрнара ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл ял хуçалăх шкулĕн преподавателĕнче, ял хуçалăх инспекцийĕн тĕп агрономĕнче, 8-мĕш номерлĕ ремесласен училищин вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Пултарулăхне кура часах Силантий Ишмуратова асăннă училище директорĕ пулма шаннă.
— Лавĕ çăмăл мар пулнă пулин те, яланах ĕçĕн «тĕшши» пултăр тесе тăрăшнă. Училищĕн çĕнĕ çуртне тума пикенес тенĕ чухне мана Вăрнарти колхозсен производство управленине тĕп агрономне куçарчĕç. Чылай вăхăт ĕçлеймерĕм, Шупашкара куçма сĕнчĕç, — куçĕ умне кăларчĕ Силантий Терентьевич иртнĕ кунĕсене.
Шăпах кунта ĕçленĕ тапхăрта Силантий Ишмуратов ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Унăн йĕркелÿçĕ пултарулăхне, пуçарулăхне ыттисем яр! уççăн курнă.
Силантий Терентьевич ял хуçалăх производствинче тăпра пулăхлăхне ÿстерес енĕпе 1981 çултан пуçласа республикăра пысăк ĕçсем тунă, çак меслете кĕскен «КАХОП» тенĕ. Унăн вăрттăнлăхĕ — таса пусă хăварса унта тислĕк, извеç тата фосфор çăнăхĕ сапнинче.
Çапла туни гектар пуçне тата 4—6 центнер ытларах тухăç илме май панă. Вăрлăхпа ĕçлессине аванлатнă, тăпра пулăхлăхĕ ÿснĕрен тухăç палăрмаллах хăпарнă.
Силантий Терентьевич хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне вĕçĕмсĕрех тĕрлĕрен куравсене хутшăннă. Мусквари СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине миçе хутчен хутшăннă-ши вăл? Ăна çирĕплетекенĕ — 1958 çулта парса чысланă кĕмĕл, 1966, 1968, 1971 тата 1978 çулсенче панă пăхăр медальсем.
Хастарлăхне кура Силантий Ишмуратова Комсомольски, Вăрнар райсовечĕсен депутатне суйланă. Вăл СССР Ял хуçалăх министерстви кăларса тăракан «Земледелие» журналта корпункт заведующийĕнче тăрăшнă. Ку, паллах, ял хуçалăх енĕпе ĕçлекенсемшĕн пысăк пулăшу пулнă.
Ĕçне кура — хисепĕ. Вăл — «Хисеп Палли» орден хуçи. Çавăн пекех Силантий Ишмуратов — «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ хастар ĕçчен те. Вăл тивĕçлĕ канура та юратнă ĕçе пăрахман. Пĕр вăхăт ял хуçалăх предприятийĕсен ертсе пыракан кадрĕсене хатĕрлекен ятарлă курсра вĕрентнĕ. Унăн ĕçне тăсакансем — вĕренекенĕсем, республикăра та ырă ят-сум çĕнсе илнĕскерсем.
Силантий Ишмуратов çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Апла пулин те вăл çулне кура мар — вăр-вар та патвар.
— Вăхăта яланах ĕçпе ирттеретĕп, вăл салхуланма памасть. Шел, мăшăрăм çĕре кĕчĕ, вăл пурăннă пулсан çăмăлрах пулĕччĕ. Ывăлăмсем, Сергейпе Алексей — чи çывăх çынсем. Мăнуксемпе, мăнмăнуксемпе савăнатăп. Хĕлле хулара пулин те, çулла ялта пурăнма кăмăллатăп. Кунта сывлăшĕ уçă, сарă хĕвелĕ те çутăрах та ăшăрах пек, çыннисем çывăх та кăмăллă, — терĕ вăл сывпуллашнă май.
А.ИСАЕВА.