Пятница, 4 октября

Уведомлени урлă – учетран

Уведомлени урлă – учетран

Августăн 10-мĕшĕнчен кăçалхи июлĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 257-ФЗ №-лĕ Федераллă саккун вăя кĕнĕ. Вăл ют çĕршыв гражданинне е гражданствăсăр çынна вăхăтлăх пурăннă вырăнтан учетран кăларассине пырса тивет. Çапла вара ют çĕршыв гражданинĕ вăхăтлăх пурăннă вырăнтан куçса кайсан унăн çĕнĕ пурăнмалли вырăнĕнчи миграци учечĕн органĕсем малтанхи çĕрти органсене уведомлени яраççĕ, кусем вара çакăн хыççăн çак гражданина учетран кăлараççĕ. Çакăн пек уведомлени почта е нумай функциллĕ центр урлă килет.
Ют çĕршыв çынни куçса кайни çинчен калакан уведомление çак информацие кĕртеççĕ: гражданинăн ячĕ-шывĕ, ăçта тата хăçан çурални, гражданство, ăçта куçса кайни, кам патне куçса кайни, унăн паспорт даннăйĕсем.
Çак йĕрке асăннă Федераллă саккун вăя кĕриччен вăхăтлăх учета тăратнă ют çĕршыв гражданĕсене те пырса тивет.
А.ГАЛКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *