Понедельник, Октябрь 22

Спортпа туслисен йышне ÿстермелле

Спортпа туслисен йышне ÿстермелле

Форумăн чи пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри — РФ Спорт министерствипе Чăваш Республики физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ туни. Çак килĕшĕве РФ спорт министрĕпе Павел Колобковпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă. Асăннă килĕшÿ тăрăх, 2020 çулччен регионти тĕп спорт тĕсĕсене аталантарма, массăллă спорта анлă сарма, спорт инфраструктурине аталантарма палăртнă. Çавна май А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлçи федераллă округăн Чăваш кадет корпусĕ çумĕнче Регионаллă хоккей центрĕ туса лартĕç. Çак объекта тума 2019 çулта федераллă бюджетран 180 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 60 миллион тенкĕ уйăрма па- лăртнă. Смета тăрăх хоккей центрĕ 277 миллион тенке ларĕ. Республика территорийĕнче тата темиçе спорт объекчĕ те тăвĕç.
Павел Колобков тĕп тĕллевсенчен пĕри — спорт объекчĕсемпе туллин усă курни пулнине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ спорт объекчĕсемпе чылай чухне 60 процентлăх çеç усă кураççĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Енри спорт объекчĕсене çак сăмахсем пырса тивменнине, республикăра спортпа туслă çынсем пурăннине палăртнă.
Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем спортпа ытларах та ытларах интересленнине пĕлтерсе 4 çул хушшинче Чăваш Республики РФ Президенчĕ лартнă тĕллеве — спортпа туслă çынсен шайне 55 процент таран ÿстерме палăртни. «Çакна валли пирĕн йăлтах пур. Спорт объекчĕсем хуласенче те, ялсенче те çывăхра вырнаçнă. Халĕ пĕчĕк бюджетлă çĕнĕ объектсемпе ĕçлетпĕр: футбол уйĕсем тăватпăр, спорт площадкисене йĕркене кĕртетпĕр, Атăл хĕррине волейбол площадкисем вырнаçтаратпăр, пляж волейболне аталантаратпăр, çывăх вăхăтра пляж футболĕ те пулĕ», — тенĕ вăл.
Республикăра çăмăл атлетика лайăх аталаннă. Çавна май çăмăл атлетикăпа иртекен 100-мĕш Раççей чемпионатне Шупашкарта ирттерме сĕннĕ. Павел Колобков ку енĕпе пулăшма хатĕр пулнине палăртнă.

Н.МЕДВЕДЕВА
хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code