Раççей – спорт çĕршывĕ

Раççей – спорт çĕршывĕ

Октябрĕн 10—12-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей — спорт çĕршывĕ» VII форум иртет. Унта Раççей регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи 3 пин ытла çын хутшăнчĕ. Çав шутра Чăваш Республикин делегацийĕ те.
Федерацин тата регионсенчи влаç органĕсен, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри спорт организацийĕсен, наука пĕрлешĕвĕсемпе ĕç ушкăнĕсен представителĕсем, тĕнче спорчĕн лидерĕсем Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне аталантарас, тĕнчери организацисемпе хутшăнусене çирĕплетес, Раççейре 2024 çулчченхи физкультурăпа спорт аталанăвĕн стратегийĕн проектне хатĕрлес ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Форум шайĕнчех спортри çитĕнÿсене халалласа «Хальхи вăхăтри спорт, çĕнĕлĕхсем тата малашлăх» курав иртет. Хăнасем спорт индустрийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе, спорт оборудованийĕпе, инвентарьпе, тумтирпе, атă-пушмакпа, спорт апатланăвĕпе палашаççĕ.
Форумăн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ — 2019 çулта Красноярскра иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXIX хĕллехи универсиада çулăмĕн эстафети. Ăна Улья- новскри Президент кĕперĕпе илсе кайĕç.
Форум вăхăтĕнче ачасемпе çитĕннисем «Зарница» çарпа спорт вăййисенче, «Здоровым быть — здорово!» программăра, «Белый конь» шахмат фестивалĕнче, спорт викторинисенче вăй виçĕç, спорт «çăлтăрĕсемпе» зарядка тăвĕç, мини-футболла вылĕç тата спортăн ытти тĕсĕнче ăмăртĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *