Понедельник, Декабрь 17

«Подросток» операципе килĕшÿллĕн…

«Подросток» операципе килĕшÿллĕн…

«Подросток» комплекслă оперативлă профилактика операцийĕпе килĕшÿллĕн, октябрĕн 8-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем Сергей Прохоровпа Рева Жукова, район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕ Любовь Пушкина Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата Асанкасси вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсемпе тĕл пулса калаçу ирттернĕ. Операцин тĕп тĕллевĕ — мĕн пур вăйсене тата хатĕрсене пухса, пăхса е асăрхаса тăман ачасене тупса палăртасси, çул çитменнисем право йĕркине пăснине чарса лартасси, вĕсен прависене тата саккунлă интересĕсене туллин хÿтĕлесси.
Тĕл пулу хыççăн специалистсем Асанкасси тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсенчи йĕркеллĕ мар çемьесене çитсе курнă. Сăмах май, вĕсенче пурĕ çирĕм ача çитĕнет. Комисси членĕсем кашни ашшĕ-амăшĕпе профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ, хăйсен тивĕçне çÿллĕ шайра тытса пымаллине тепĕр хут аса илтернĕ вĕсене.

А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code