Пятница, 13 декабря

Çартан пăрăнакансем чакнă

Çартан пăрăнакансем чакнă

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланнă. Çакăн умĕн РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ çар службинчен пăрăнакансене уголовлă явап тыттарас ĕçе пĕтĕмлетнĕ.

Аса илтеретпĕр: РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва сыхласси РФ гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Çар службине каяссинчен пăрăнса çÿренĕшĕн — икĕ çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ таран штраф пама, 2 çул таран ирĕксĕр ĕçсене пурнăçлама яма пултараççĕ.
2011 çултанпа 38 çамрăка уголовлă майпа айăпланă пулсассăн, 2018 çул пуçланнăранпа суда  çакăн  пек  пĕр  уголовлă  ĕç  ярса панă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 2/. Вăл Канаш çамрăкĕ çара каяссинчен пăрăнса çÿренипе çыхăннă.
Палăртмалла: çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Çакă çар службин сумлăхĕ ÿссе пынине çирĕплетет.
Т. ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *