Вторник, 8 октября

Тăрăшса ĕçлеççĕ, ачасене пĕлÿ параççĕ

Тăрăшса ĕçлеççĕ, ачасене пĕлÿ параççĕ

Иртнĕ эрнере районти культурăпа кану центрĕнче учительсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Мероприятие учительсен пĕрлештернĕ хорĕ «Тăван шкул» тата «Попурри» юрăсемпе уçрĕ.
— Педагог профессийĕ — чи йывăрри. Эсир пĕчĕк шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчипе паллаштаратăр, пурнăç çулĕ çине тухма пур енлĕн те тĕплĕн хатĕрлетĕр. Сире уншăн пурсăра та пысăк тав! — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов педагогсене саламласа.
Пĕчĕк шăпăрланран çĕршыва юрăхлă, ашшĕ-амăшĕн, çемйин, районпа республика ятне çÿле çĕклеме пултаракан граждан тăвасси — чăн-чăн паттăрлăх. Шăпах хисеплĕ вĕрентекенсем çак ĕçре сахал мар тăрăшаççĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн Елена Антоновăна /Нĕркеç вăтам шкулĕ/, Гульгена Феткуллинана /Йăлмахва/, Владимир Николаева /Çĕнĕ Мăрат/, Владимир Гаврилова /Шурут/ Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине Эндже Гайзатуллина /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Эльвира Николаева /Хирти Явăш/, Ильсэяр Камальтдинова /»Лейсан» ача сачĕ/, Тензиля Мухаметшина  /Чĕчкен/, Елена Чернова  /Аслă Чурачăк/,  Алена  Родионова /Кĕçĕн Çĕрпÿел/, Гузел Хаертдинова /Тукай Мишер/, Тамара Сапожникова /искусство шкулĕ/, Татьяна Плешкова /Анат Тимĕрчкасси/, Алексей Тихонов /Комсомольски 2-мĕш/, Оксана Краснова /Комсомольски 1-мĕш/ тивĕçрĕç.
Учительсем хушшинче çулсеренех район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн конкурс иртет. Ăна Учитель кунĕ умĕн пĕтĕмлетесси те тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçалхи çул Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Валерий Волков, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Индюкова, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Валентина Филиппова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн физика учителĕ Вениамин Петров, Хырхĕрри тĕп шкулĕн физика учителĕ Геннадий Петров тăратнă конкурс материалĕсене чи лайăххисем тесе йышăннă.
Вĕрентекенсене РФ Халăх вĕренĕвĕпе наукин профсоюзĕн ĕçченĕсен районти организацийĕн председателĕ Николай Белков ăшшăн саламланă хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова сăмах илчĕ. Вăл «Çулталăк учителĕ — 2018», «Çулталăк воспитателĕ — 2018», «Самый классный классный» професси конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕ.
«Çулталăк учителĕ — 2018» конкурсра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн кĕçĕн классен учителĕ Альбина Артемьева, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн биологи учителĕ Альбина Мухина, Урмаел вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхи учителĕ Алсу Фаткуллина, Тукай Мишер вăтам шкулĕн информатика вĕрентекенĕ Гелия Айсына палăрнă.
«Çулталăк воспитателĕ —2018» районти конкурсра «Лейсан» ача сачĕн воспитателĕ Резиля Садыкова çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăна «Колосок» ача сачĕн воспитателĕ Наталья Долгова тивĕçнĕ, 3-мĕш вырăнпа «Радуга» ача сачĕн воспитателĕ Ирина Панкова палăрнă.
«Самый классный классный» конкурсра Тукай Мишер вăтам шкулĕн психолог-педагогĕ Гельназ Шайхалова, Нĕркеç вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Оксана Кошкина, Урмаел вăтам шкулĕн информатикăпа математика учителĕ Зухра Садртдинова мала тухнă.
Пĕтĕм Раççейре вĕренекенсем хушшинче иртнĕ олимпиадăн регионти тапхăрне призер хатĕрленĕшĕн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн физкультура вĕрентекенне Алексей Тихонова сертификат парса хавхалантарчĕç.
Районти тĕп тата вăтам шкулсен вĕрентекенĕсем хăйсен професси шайне ÿстернипе пĕрлех вĕренекенĕсене те тĕрлĕрен конкурс-олимпиадăсене хутшăнтарса вĕсен пĕлĕвне татах та анлăлатаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, наци чĕлхисен олимпиадин регионти тапхăрнех илер. Кунта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи учителĕн Светлана Индюкован, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн тутар чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Рамиле Мезитован тата Нĕркеç вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Нина Плеткинан, Тукай Мишер вăтам шкулĕн тутар чĕлхипе литература учителĕн Дина Гималтдинован, Шурут вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Любовь Тарасован тăрăшулăхĕсене уйрăммăн палăртмалла. Пысăк пĕлÿллĕ хастар учительсем асăннă олимпиадăна çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хатĕрлеме пултарнă. Ку вăл — пысăк çитĕнÿ.
Сцена çинчен çак кун тăван шкулпа пĕрремĕш вĕрентекене халалланă юрă-кĕвĕ шăранчĕ те шăранчĕ. Вăл кашнин чĕрине вăрттăн сăрхăнса кĕрсе шалта ырă кăмăл-туйăм вăратрĕ.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *