Суббота, 20 апреля

«Раççей — спорт çĕршывĕ» форум Ульяновскра иртет

«Раççей — спорт çĕршывĕ» форум Ульяновскра иртет

Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ кăçал юпа уйăхĕн 10—12-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче иртет.
Ку форум çĕршывăн спорт пурнăçĕнчи тĕп пулăмĕсенчен пĕри пулса тăрать. Физкультурăпа спорта аталантарасси, сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышне ÿстересси тĕп вырăнта тăраççĕ. Унпа пĕрлех тĕнче шайĕнче туслă çыхăну йĕркелесси те.
Раççейпе ют çĕршывсенче форума 3 пин ытла хăна пуçтарăнмалла. Вĕсен йышĕнче регион тата федераци шайĕнчи влаç органĕсен ертÿçисем. Олимп юхăмĕн представителĕсем, спорт организацийĕсен хастарĕсем, ăслăлăхпа çывăххисем, тĕнче шайĕнчи спортра палăрнисем пулмалла.
Физкультурăпа спорта аталантарасси тавра çавра сĕтелсенче, дискусси лапамĕсенче сăмах пуçарĕç. Тĕп ыйтусенчен пĕри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне малашне тата та хăватлатасси пулмалла.
Ульяновскра пурăнакансемпе хăнасемшĕн форум иртнĕ вăхăтра кашни паркрах, халăх йышлă пухăнакан вырăнтах спорт лапамĕсем ĕçлĕç. Ачасемпе аслисем «Зарница» йышши вăййа, спорт викторинисене хутшăнма, спортпа çыхăннă кинофильмсем пăхма, спортра çĕнĕ хатĕрсемпе паллашма пултарĕç.
Форумăн хаваслă тепĕр саманчĕ — 2019 çулта Красноярскра иртекен ХХIХ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиада çулăмĕн эстафети Президент кĕперĕ урлă иртни пулĕ. «Раççей — спорт çĕршывĕ» форума Чăваш Енĕн пысăк делегацийĕ те хутшăнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *