Пятница, 19 апреля

Ватăсене пулăшнă

Ватăсене пулăшнă

Ырă ĕç тăваканăн çулталăкĕнче Пĕрлехи Раççейĕн пĕтĕм Раççейри «Çамрăк гварди» обществăлла организацин активисчĕсем ырă ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.
Сентябрĕн 24—30-мĕшĕсенче ырă ĕç тăвакансен эрнине халалласа çак организацин республикăри уйрăмĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ: ырă кăмăллăх акцийĕсем йĕркеленĕ, йывăр пурнăç лару-тăрăвне лекнĕ çынсене пулăшнă, экологи енĕпе ĕçленĕ тата ытти те.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче вара Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн волонтерĕсем Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан пĕччен ветерансемпе тыл ĕçченĕсене кил картишĕсене тирпейлеме пулăшрĕç. Ачасем хушнă ĕçсене туслăн, яваплăха туйса пурнăçларĕç. Ветерансене малашне те вĕсенчен пулăшу ыйтма сĕнчĕç. Активистсен тепĕр ушкăнĕ вара Комсомольскинче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Павел Захарович Сорокина пулăшрĕç. Ачасем çĕр улмине суйласа шăтăка хучĕç.
Ветерансем ачасене чунтан тав тунă, çакăн пек мероприятисем питĕ кирлине, ырă тăваканăн çулталăкне ирттерни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Асăннă мероприятисене ачасем малашне те хутшăнĕç.
Палăртмалла: волонтер пулма кашниех пултарать. Çакна тăвас тесен «Çамрăк гварди» организацин Комсомольскинчи уйрăмне çак адреспа пымалла: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 12-мĕш пÿлĕм.
С.ДМИТРИЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *