Ют чĕлхесем уншăн ют мар

Ют чĕлхесем уншăн ют мар

Икĕ чĕлхе — икĕ ăс, виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс, тесе каланă халăхăмăра çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Паянхи кун та çак сăмахсем хăйсен çивĕчлĕхне çухатман. Пачах тепĕр май, хальхи вăхăтра ют чĕлхесене вĕренесси тата та пĕлтерĕшлĕрех тесе калама пулать. Паян хаçат вулакансене Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекен Елена Даниловăпа паллаштарас килет. Пултаруллă учитель нумай çул ĕнтĕ ачасене ют чĕлхесен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, акăлчанла тата нимĕçле калаçма, вулама, çырма вĕрентет.
Елена Семеновна Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, тăван ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институне вĕренме кĕнĕ. «Шкулта пире Зоя Михайловна Копташкина нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Унăн урокĕсем питĕ килĕшетчĕç. Пĕр суймасăр калатăп, çак уроксене кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Нимĕç чĕлхи питĕ кăмăла кайнине пула тăван шкулпа сыв пуллашсан нумай шухăшласа тăмарăм, юратнă вĕрентекенĕн йĕрĕпе ют чĕлхесен факультетне документсене кайса патăм», — аса илет вĕрентекен.
Институтра вăл француз тата нимĕç чĕлхисене тăрăшса вĕреннĕ. Диплом илсен çамрăк специалиста Йăлмахва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулне направленипе ĕçлеме янă. Çав хушăрах вăл Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче те вăй хунă. 2000 çулсенче самана таппи ылмашăннă, акăлчан чĕлхи тĕнче шайĕнче пысăкрах та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пулнине кура шкулсенче те акăлчан чĕлхи вĕрентме йышăннă. Елена Семеновна çĕнĕ чĕлхене вĕренме учительсен пĕлĕвне тарăнлатакан института çул тытнă. «Ун чухне ывăлăм пĕчĕкчĕ. Ача сачĕ пулманнипе сесси вăхăтĕнче анне патне Асанкассине кайса яраттăмччĕ. Йывăр пулсан та алла диплом илтĕмех», — каласа парать маттур вĕрентекен.
Кăçал вĕренÿ тытăмне татах улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ шкул ачисем 5-мĕш класран пуçласа иккĕмĕш ют чĕлхе вĕренме пуçланă. Çавна май Елена Семеновнăн маларах илнĕ пĕлĕвĕсем каллех кирлĕ пулчĕç теме пулать. Халĕ вăл ачасене икĕ чĕлхе вĕрентет. «Ют чĕлхесем паянхи пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем тавракурăма анлăлатаççĕ, тĕнче шайне тухма май параççĕ. Хальхи çамрăксен умĕнче пур çул та уçă, вĕсем ют çĕршывсене те кайса кураççĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче чикĕ леш енне кайса ĕçлеççĕ, çав вăхăтрах чĕлхе пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Унсăр пуçне компьютер та пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Унпа ĕçлеме вара акăлчан чĕлхине пĕлни пĕлтерĕшлĕ», — палăртать тăрăшуллă учитель.
Тăрăшуллă тенĕрен, Елена Семеновна хăйĕн ĕçне чунтан парса пурнăçланине унăн Хисеп хучĕсемпе Дипломсен пуян пуххи те çирĕплетет. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, районти вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотисем, тĕрлĕ конкурс-фестивальсен Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем… Пултаруллă учителĕн наградисен шучĕ те çук темелле.
«Чĕлхе пĕлни никама та чăрмантармасть. Çавăнпа та май пур чухне ют чĕлхене туллин алла илме тăрăшмалла. Ачасем шкул пĕтерсен тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем тупма пултарччăр, ют çĕршыва каяс пулсан та унта туллин пуплеме пултарччăр тесе вăй хуратăп та ĕнтĕ. Тавтапуç, Елена Семеновна, пире вĕрентнĕшĕн, Эсир вĕрентни пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ тенисем вара темрен те паха», — вĕçлет калаçăвне маттур вĕрентекен.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *