Халăх пуянлăхĕ – чи паха тупра

Халăх пуянлăхĕ – чи паха тупра

Чăваш халăхĕ авал-авалах хăйĕн чи хаклă туприне йывăç çÿпçере упранă. Паянхи кунхи çÿпçе вăл — япаласене çеç мар, чун-чĕре пуянлăхне упрамалли чи паха вырăн та. Халăх пурлăх-ырлăхĕн шутне эпир чăвашсен çи-пуçне, йăли-йĕркине, капăрланмалли хатĕр-хĕтĕрне, тĕррипе эрешне тата ыттисене те кĕртетпĕр. Авал кашни япалара унăн пĕлтерĕшне шыранă, çавна май вĕсене хатĕрленĕ-ăсталанă вăхăтра тĕрлĕрен ритуал ирттернĕ. Тĕслĕхрен, чăваш тĕрринче чăваш халăхĕн тĕнчекурăмне сăнланă… Çакăн евĕр çÿпçе хуçи Комсомольски районĕнче те пур. Вĕсем — Валентинăпа Виталий Хораськинсем.
— Çÿпçе йăх-тăвансенченех юлнă, çавăнпа та ăна эпир куç шăрçине сыхланă пек упратпăр. Вăл — пирĕншĕн чи пысăк пуянлăх. Йывăçран ăсталанă çÿпçере вара — тĕрĕллĕ алшăллисемпе тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпесем, эрешлĕ сурпансем, пир тăрăхĕсем, саппунсем, тухья, ама, тевет, масмак. «Каçал» халăх фольклор ансамбльне çÿренĕ май, эпир вĕсемпе час-часах усă куратпăр: чăваш тумне тăхăнса сцена çине тухатпăр. Акă, района Владислав Ильин вице-адмирал килсен те мана чăвашла тумланса ăна çăкăр-тăварпа кĕтсе илме сĕнчĕç, — терĕ ăшшăн йăл! кулса кил хуçи хĕрарăмĕ.
Чăнах та, Хораськинсен çÿпçинче миçе пир кĕпепе эрешленĕ саппун-ши? Тухйисем те сахалах мар. Валентина Николаевна вĕсене хăех тăвать. Паллах, мăшăрĕ те сăваплă ĕçрен айккине пăрăнмасть.
— Хĕллехи вăрăм каçсене алă ĕçĕпе кĕскететпĕр. Çулла, чăн та, вăхăт çук, садра, пахчара ĕç чылай. Ара, çурхи кун çулталăк тăрантать тетпĕр-çке. Унсăр пуçне, мăнуксем те çумра, вĕсене пăхмалла, — теççĕ Валентинăпа Виталий.
Тухьясене Валя аппа бисерсемпе капăрлатать, эрешлет. Масмакне тума та хăнăхнă вăл.
Тăрăшни нихăçан та сая каймасть. Акă, сăмахран, 2017 çулта районта «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинче иртнĕ конкурсах илер. Унăн районти тапхăрĕ иртнĕ çул пуçламăшĕнче пулнăччĕ. Валентина Хораськина та асăннă конкурсран айккине пăрăнман. Вăл унта хушпу-тухья, теветсемпе мăй çыххисене, пир кĕписене тăратнă. ЧНК çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова Хораськинсен ĕçне çÿллĕ шайра хакланă, унăн иккĕмĕш тапхăрне те хутшăнма сĕннĕ. Çавна май Хораськинсем унтан Дипломпа тата Хисеп грамотипе таврăннă.
Çакăн евĕр Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Тав хучĕсем Валентина Хораськинан татах та нумай. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
— Ÿркенмелле мар, вара пурте пулать. Чăваш çи-пуçĕпе кăсăкланасси малтан та пулнă пуль, халĕ тивĕçлĕ канура, çавна май ăна татах та аталантарма май пур. Хамăрăн йăла-йĕркене, çи-пуçа упрама пултарни — маншăн пысăк телей. Халăх пуянлăхĕ вăл — чи паха тупра, — терĕ Валентина Хораськина.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *