Ваттисен сăмахĕсем —
Ăслă, тарăн шухăшсем.
Вĕрентеççĕ пурăнма,
Ырă ĕçшĕн кар! тăма, — çырнă Н.Кушманов хăйĕн пĕр сăввинче. Чăвашсем те, авă, «Ватти çук — латти çук», — теççĕ. Истори сукмакне йĕрлес пулсан, несĕлсем яла ертсе пыма чи аслă та ăслă шур сухала шанни паллă. Ватта сума суни, чăн та, ахаль пулман: унăн палли — тĕрлĕрен хĕн-хур витĕр тухнă пулин те, хамăр йăла-йĕркесене халиччен упраса вĕсене аталантарма пултарни.
Ватăсене сума сăвасси — пирĕн чи пирвайхи тивĕç. Çавна май ООН Генеральнăй Ассамблейи 1990 çулта октябрĕн 1-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ тесе йышăннă. Раççейре вара çак куна 1992 çултанпа уявлаççĕ.
Ветерансем — редакцире
Тĕрлĕ çулсенче «Октябрь ялавĕ» тата «Каçал ен» хаçатра ĕçленисем уява октябрĕн 3-мĕшĕнче паллă турĕç.
— Паян пирĕн патра хăнара — редакцире тĕрлĕрен çулсенче вăй-халне шеллемесĕр ырми-канми тăрăшса, кайран тивĕçлĕ канăва тухнисем. Эсир пуррипе манăн мăнаçланас килет, сирĕншĕн чăннипе те савăнатăп. Сирти чун хавалĕпе ăс-хакăл — пирĕншĕн чи паха тупра. Хаклă ветерансем, сире пурсăра та çак паллă кунпа саламласа çирĕп сывлăх сунатăп. Сывлăх — пысăк пуянлăх, вăл пулсан — этем пуян, — терĕ район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алевтина Ефремова пухăннисене уявпа саламласа.
Хаçат ĕçченĕсем хисеплĕ канура пулин те çамрăк ĕçтешĕсене манмаççĕ, вĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Василий Васильевич Гавриловах илер. Вăл час-часах редакцие кĕрсе тухать, çĕнĕрен те çĕнĕ материал урлă вулакана лайăх çынсен шăпипе, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарать.
Зинаида Николаевна Со- ловьева çыравçă — редакцин хисеплĕ хăни. Чун илемĕпе ăс-хакăл пуянлăхĕ унра тапса тăнăн туйăнать, çын шăпи çине алă сулаканскер мар вăл. Ыттисене май пур таран пулăшма тăрăшать, ырă сĕнÿ-канаш парса хавхалантарни те ылтăн-кĕмĕлрен паха. Ирĕксĕрех: «Пур иккен-ха çынсенче ырă кăмăллăх, пытаннă пулин те — юлнă», тесе каласах килет. Ман шутпа, çакăн евĕр çынсем çинче тĕнче тытăнса тăрать те.
— Август уйăхĕнче ĕçрен кайни 16 çул çитрĕ. Редакци — маншăн тăван кил пекехчĕ. Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне коллектив çулсерен ирттерет. Пуçтарăнса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашни мĕне тăрать?! Ку тапхăр — пухăннă чылай ыйтусене сÿтсе явмалли вăхăт та. Ĕçре тĕрлĕрен пулнă, çавна май аса илмеллисем те пирĕн пайтах. Пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин ĕмĕт-шухăшĕпе паллашни хавхалантарать, чуна уçать, кăмăла çĕклет. Сире пире манманнишĕн пысăк тав, ĕçĕрсем пурсăрăн та ăнса пыччăр. Çитĕнÿсем патне ăнтăлма чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, коллективра вара ăнлану сунатăп, — терĕ Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Валентина Тимофеева ветеран.
Сăмах май, Валентина Петровна район хаçатĕнче 20 çул ытла тĕп бухгалтерта тăрăшнă.
Ылтăн тапхăрти аслă çынсем
Октябрĕн 2-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра «Ылтăн тапхăрти ăслă çынсем» литература каçĕ иртрĕ. Унта хăйсен пурнăçне библиотекăпа çыхăнтарнисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Кунти ĕçченсем, сăмах май, тĕрлĕ çулсенче тивĕçлĕ канăва кайнисемпе çулсеренех тĕл пулу йĕркелеççĕ. Ку вăл — вĕсен йăлана кĕнĕ ырă пулăмĕсенчен пĕри.
Мероприятие районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Инна Ядрова уçрĕ, Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунчĕ. Уяв кĕрекине ларнисене çавăн пекех район администрацийĕн архивпа культура, информаци пайĕн начальникĕ Светлана Долгова, библиотека ĕçченĕсен профком председателĕ Любовь Морозова саламларĕç. Литература каçĕ пирки калас пулсан, вăл кăсăк иртрĕ: вулавăш ĕçĕн ветеранĕсем конкурс-викторинăсене, вăйăсене активлă хутшăнчĕç. Каярах вĕсем пурте пĕрле «Манăн чунăм кĕрхи куна кăмăллать…» презентаципе паллашрĕç.
— Пире, ветерансене, манманнишĕн, сума сунишĕн вулавăш ĕçченĕсене чĕререн тав тăватпăр. Çак уяв пире мĕн чухлĕ савăк кăмăл-туйăм парнелемерĕ-ши?! Кĕрекере шăраннă юрă-кĕвĕ чĕресене татах та хăпартлантарчĕ, — терĕç вĕсем саланнă май.
Эсир – пирĕншĕн тĕслĕхОктябрĕн 1—5-мĕшĕсенче районти колхозсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче, ял тăрăхĕсенче Ваттисен кунне халалласа тĕрлĕрен мероприяти йĕркелерĕç. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар», — тенĕ шурă сухалсем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, шăпа пÿрни те кашнин тĕрлĕрен…
— Аслă ăрурисем пурнăçра мĕн кăна курман-ши? Вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе малашнехи пурнăçа татах та лайăхрах тăвассишĕн кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, малаллах ăнтăлнă. Эсир — пирĕншĕн паха тĕслĕх, — теççĕ мероприятисен ертÿçисем.
Уяв каçĕсем вăйă-кулăпа, конкурссемпе пуян пулчĕç, вĕсем юрă-ташăпа вĕçленчĕç. Ватăсем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç, мероприятисене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернишĕн пурне те тав сăмахĕ каларĕç.
А.ИСАЕВА.