Понедельник, Октябрь 22

Пултаруллă та пуçаруллă

Пултаруллă та пуçаруллă

— Телее ĕçре тупаççĕ, — тенĕ ваттисем. Çапла, ĕçсĕр çын — çур çын. Ĕç вара — вăл пурнăç тыткăчи.
Сăмахран, Аслă вĕрентекенĕмĕре Иван Яковлевах илер. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне хута ярсан, унта вĕренекенсене ял хуçалăх ĕçĕсене хăнăхтарнă. Арçын ачасене каскалакан, хурт-хăмăр, пахчаçă, тимĕрçĕ, хăмлаçă, выльăх пăхакан тата сад ĕçĕсене вĕрентнĕ, çапла майпа вăл вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленĕ. Çыннăн ырă енĕ пирки сăмах пуçлас пулсан та çакна палăртмалла — вĕсем те ĕçрен «çуралса» тухаççĕ. Ырă ĕç вара чун-чĕрене савăнăç кÿрет, шалти «тĕнчене» татах та илемлĕрех пулма пулăшать. Çавăн пекех, «ылтăн алăллă» çынсене пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнче час-часах тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансене хавхалантараççĕ, чунĕсенче савăнăç туйăмĕ вăратма тăрăшаççĕ. Кĕçĕн çулхисене уйрăмах хаваслă тĕл пулусем, экскурсисем кăсăклантараççĕ.
Пирĕн шкула педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Любовь Степановна Иванова тăтăшах килсе çÿрет. Любовь Степановна яланах ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, таса чунĕпе, пуçарулăхĕпе, çивĕч ăсĕпе, талантлă, ĕçчен пулнипе палăрса тăнă, тăрать те. Çав вăхăтрах вăл — çынна ăнланма тата пур тĕрлĕ йывăр ыйтусене те татса памашкăн пултараканскер.
— Çĕр çинче мĕнпур ырри йăлтах вĕрентекенрен тухать. Педагог, урăхларах каласан, вăл — чун инженерĕ. Чăн-чăн вĕрентекен ачасенче пурне те асăрхать, вĕсене туять, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратма тăрăшать, ăнланмасан айăплама та пултарать, анчах тÿрех каçарать. Çапла майпа вăл шăпăрлансенчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме хăнăхтарать. Вĕрентнине шута хуракан, ăша хывакан ача, паллах, усал çын пулмĕ, ашшĕ-амăшĕн чыс-сумне те çĕре ÿкермĕ. Вăл Тăван çĕршывăн патриочĕ пулĕ, — тет Любовь Иванова вĕрентекен.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни, вĕсене хыттăнрах калани те пулкалать. Ара, паян çирĕп ыйтмасан, ачасенче ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ. Вĕрентекен пирки каласан, вăл вара, никама та усал сунмасть, пурне те ăс пама тăрăшать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене çынсене юратма, хисеплеме вĕрентет.
Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пуль. Кашни ĕçе юратса, ăна чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пынă пулĕччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем, «Ĕç — пурнăç илемĕ», — тенĕ. Пурнăç чаплă пултăр тесен пур çыннăн та хăй килĕштерекен ĕçе суйласа илмелле. Анчах та ку çеç çителĕксĕр, чун суйланă ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, телее тупмалла.
Шел пулин те, хăш-пĕр ача ĕç патне питех пырасшăн мар. Паллах, кун пеккисене пурнăçра питĕ йывăр килĕ. Ĕçе хăнăхманскер пурнăçра çухалса кайма пултарать, мĕншĕн тесен, «алли ниçта та пыманран», «пилĕк авас», тăрăшас туртăмĕ çук унра. Ашшĕ-амăшĕн ачине мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентмелле, чăн малтанах вăл, пĕчĕксер, килте пулăшатăр, каярах — ытти çĕрте те. «Ÿркенмен ăста пулнă», — тесе ахальтен каламан. Çавăн евĕр ĕçчен çынсем çинче тĕнче тытăнса тăрать те ĕнтĕ.
Чăвашсен чи паха енĕ вăл — ĕçченлĕх. Çак пархатарлă, ырă туйăм кашни шăпăрланрах пулинччĕ, ун пек чухне çеç пирĕн пуласлăх шанчăклă та çирĕп алăра пулнă пулĕччĕ.
Н.ПЛЕТКИНА,
социаллă педагог.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code