Четверг, 25 апреля

Гриппа чирлес мар тесен

Гриппа чирлес мар тесен

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Вĕсен хушшинче чи йывăрри грипп шутланать. Епле сыхланмалла çак чиртен, мĕн тумалла чирлес мар тесен? Паян çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Е.ЕГОРОВĂНА ыйтрăмăр.
— Елена Михайловна, çулсерен грипп пирки йывăр чир тесе асăнаççĕ, чирлекенсен йышĕ сахалтарах пултăр тесен, мĕн тумалла?
— Чăнах та, кашни çулах кĕркуннепе хĕллехи уйăхсенче çынсем тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсемпе тата гриппа чирлеме пуçлаççĕ.
Çак чирсемпе чирлес мар тесен, кашни çыннăн хăйĕн тăрăшмалла. Пĕрремĕшĕ — иммунитета çирĕплетмелле. Ăна вара пĕр уйăх хушшинчех çирĕплетме май çук. Иммунитет çирĕп пултăр тесен, кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.
Грипп ытти респираторлă вирус чирĕсенчен уйрăмах йывăра кайнипе, ытти чире куçнипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа гриппа чирлес мар тесен, унран вăхăтра прививка тума тăрăшмалла.
— Елена Михайловна, прививка пирки мĕн калама пултаратăр? Ăна хăçан тусан лайăхрах?
— Грипран сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи — прививка. Ăна вара вăхăтра тумалла, эпидеми пуçланичен пĕр — икĕ уйăх маларах. Çак вăхăт вăл организмра грипп вирусне хирĕç хÿтлĕх витĕмĕ /иммунитет/ çирĕпленсе çитме кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра ăна тунин усси çук.
— Анчах та, прививка тутарас пирки нумайăшĕ иккĕленет. Кун пирки мĕн калама пултаратăр? 
— Чăнах та, хăшпĕр çынсем прививка тутарасшăнах мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем тата сиенлĕ те, тесе шутлаççĕ.
Каланине сахал мар илтнĕ, прививка тутарсан та чирлерĕм, çавăнпа урăх тутармастăп тенине. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумай. Çынсем вĕсемпе чирленине гриппа пăтраштараççĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисем гриппа нумайăшĕ чирлемеççĕ. Чирлесен те, ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вĕсем хушшинче чир шала кайса, ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем те питĕ сахал.
— Елена Михайловна, грипп чирне тĕрлĕ тĕслĕ вируссем пуçарса яраççĕ, теççĕ. Çулсерен хăш вирусĕ чире пуçарса ярасси паллă-и тата прививка тунин усси пулать-и?
— Чăнах та, грипп чирне А, В тата С вируссем ытларах пуçласа яраççĕ. А вирус ялан улшăнса тăнипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та ĕнтĕ, çынсен çулсеренех грипăн çĕнелнĕ вирусĕсемпе кĕрешме тивет.
Вакцина кăларакан специалистсем, грипп вирусĕ улшăннине шута илсе, çулсеренех вакцинăна та улăштарсах тăраççĕ. Тата вакцинăна иммунитета çи-рĕплетекен япаласем хушаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ, прививка туни грипп чирĕпе кĕрешмелли чи лайăх мелсен шутне кĕрет.
— Пирĕн республикăра прививка тăвасси мĕнле тапхăрта пырать?
— Кăçал пирĕн республикăра грипран прививкăна 560 пин çынна, вĕсенчен 172 пин ачана тума палăртнă. Çапла майпа республикăра пурăнакансен 45 проценчĕ чиртен хÿтĕленме пултарать.
Республикăна çакăн валли августăн 20-мĕшĕнчех вакцинăсем илсе килнĕ. Поликлиникăсенче прививкăсем тума пуçланă та ĕнтĕ.
— Елена Михайловна, прививкăна ытларах камсене тăваççĕ?
— Грипп чирĕнчен вакцинацилессине прививкăсен Наци календарьне кĕртнĕ. Ун йĕркипе ача сачĕсене çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицинăпа вĕренÿ ĕçченĕсене тăваççĕ. Транспорт, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене те çак списока кĕртнĕ. Тата ача кĕтекен хĕрарăмсене, 60 çултан аслăрах çынсене, чĕре, сывлав органĕсен чирĕсемпе аптăракансене, призывниксене те прививка тутарма палăртнă.
— Прививкăна пурне те тума юрать-ши?
— Прививкăна чирленĕ вăхăтра кăна тата аллергипе аптракан çынсене тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашласа пĕлмелле.
— Тата мĕнле майсемпе сыхланма пулать?
— Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă вăхăтра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета çирĕплетекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Суханпа ыхра усси çинчен манмалла мар. Вĕсене пÿлĕмри вируссене пĕтерме вакласа савăт çинче тытмалла. Çавăн пекех уçă сывлăшра çÿрени усăллă.
— Елена Михайловна, камăн та пулин прививка тăвас килет пулсан, мĕн тумалла, ăçта каймалла?
— Енчен те грипран прививка тăвас килет пулсан, хальтерех, çанталăк сивĕтиччен тусан, питĕ вырăнлă пулĕ. Пур поликлиникăсенче те прививкăсем тума пуçланă. Прививка тутарма поликлиникăна хăвăрăн тухтăр патне кăна каймалла.
Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *