Пятница, 19 апреля

Çĕнĕ стандартсем пулаççĕ

Çĕнĕ стандартсем пулаççĕ

Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ стандартсемпе Раççейĕн 18 регионĕнче усă кураççĕ. РФ Патшалăх Думин экологи тата тавралăх сыхлавĕн комитечĕн председателĕ Владимир Бурматов палăртнă тăрăх, çĕнĕ стандартсемпе туллин ĕçлеме 10 регион кăна хатĕр: Иваново, Астрахань, Ярославль, Курск, Новгород облаçĕсем, Севастополь, Мордови, Карели, Чечня тата Чăваш Ен. Тата 8 субъект хăш-пĕр енĕпе ĕçлеме хатĕр.
Çĕнĕ стандартсем çине куçма чи малтанах тарифсене çирĕплетессинчи йывăрлăхсем чăрмантараççĕ. 68 регионти 173 регионаллă оператор тарифсене çирĕплетменнине пула пулăшусем пама пикенеймен. Операторсем тарифлă пулмасăр ĕçлеме пултараймаççĕ.
Чăваш Республикинче коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ стандартсем çине куçас ĕçе 2016 çултах тытăннă. ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕпе тата ЧР конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службипе пĕрле пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Конкурс урлă регионаллă оператора — «МВК «Экоцентр» ОООна палăртнă. Унпа республика территорийĕнче ĕçлесси çинчен 10 çуллăха килĕшÿ çырнă. Унсăр пуçне кубла метршăн 442,22 тенкĕлĕх тата тоннăшăн 4138,64 тенкĕлĕх пĕрлехи тариф палăртнă. Унччен хытă каяшсене тирпейлесси çурт-йĕр пулăшăвĕсен шутне кĕнĕ пулсан, халĕ вăл коммуналлă пулăшусен шутне кĕрет. Уншăн уйăхра кашни çын пуçне 74,44 тенкĕ тÿлемелле.
Палăртмалла: коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ тытăм кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Саккун тăрăх, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Раççейĕн пур регионĕ те çĕнĕ тытăм çине куçмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *