Июлĕн 19-мĕшĕнче 204-ФЗ -лĕ Федераллă саккуна йышăннă. Унта патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнă чухне граждансен прависене хÿтĕлесси тата сăлтавсăр административлă чăрмавсене сиресси çинчен каланă. Асăннă саккун октябрĕн 24-мĕшĕнче вăя кĕрет.
Федераллă саккунăн положенийĕсем тăрăх, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен органсем заявительрен маларах документсене йышăнма хирĕçленĕ чухне çак документсем кирлине палăртман пулсан, халĕ те вĕсене ыйтма пултараймаççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхсене вара çак йĕрке пырса тивмест. Сăмахран, заявитель тепĕр хут çак патшалăх пулăшăвĕпе усă курасшăн, анчах та ăна йĕркелекен нормативлă право акчĕсем улшăннă пулсан; е маларах патшалăх пулăшăвне пама хирĕçленĕ чухне должноçри сăпат тĕрĕс мар йышăну тунине çирĕплетекен фактсем пур пулсан тата ытти уйрăм тĕслĕхсем.
Çавăн пекех саккун патшалăх пулăшăвне паракан органăн йышăнăвĕсем çине заявитель мĕнле майпа çăхав пама пултарнине те çирĕплетет.
Г. ЗАЙЦЕВА,
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн штаб начальникĕ.