Понедельник, 7 октября

Денис ГОРДЕЕВ: «Журналистика — манăн чун ыратăвĕ…»

Денис ГОРДЕЕВ: «Журналистика — манăн чун ыратăвĕ…»

Чăваш халăх çыравçи Денис ГОРДЕЕВ çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ пултаруллă çыравçă çеç мар, хăйне евĕрлĕ публицист та! Хаçат-журналта тĕрлĕ тематикăпа пичетленнĕ статйисене вуласах тăтăм. Денис Викторович çĕкленĕ чылай ыйту ман чуна та çывăх. Унăн уçăмлă шухăшлавĕ, хăйне мĕн пăшăрхантарнине хăрамасăр калани, пурнăç пирĕн ума кăларса тăратакан ыйтусем çине хурав шыраса вĕсене объективлă хаклани килĕшрĕ. Мĕнле пурăнать-ха паян самана чуппинчен юлман çыравçă тата публицист? Мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ ăна? Çыравçа хаçат тĕпелне чĕнес умĕн Денис Гордеев пирки интернетра мĕн-мĕн çырнине тишкертĕм. Калаçăва пуçличчен вулакана çак информаципе паллаштарас кăмăлăм пур. Акă вăл — Д.В.Гордеев 1938 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă. ЧППУче аслă пĕлÿ илнĕ. «Октябрь ялавĕ» хаçатра яваплă секретарь пулса вăй хунă. «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра редакторта тимленĕ. Пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта тата ытти çĕрте ĕçленĕ. «Тĕрленĕ кĕпе» тата «Чи вăрăм кун» хайлавĕсем пичетре кун çути курнă хыççăн вăл Чăваш Енĕн маттур та ăста çыравçисен шутне кĕнĕ. Авторăн пултарулăх арчинче 20 ытла кĕнеке — вĕсен шутĕнче 3 роман, 30 ытла повеç, 150 ытла калав, новелла, эссе. Д.Гордеевăн хайлавĕсем шкул тата аслă пĕлÿ паракан заведенисен программине кĕнĕ. Унăн тĕп сăнарĕсем — Чăваш Енĕн ялĕсемпе хулисенче 20 ĕмĕр варринче, 21 ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралса ÿснĕ çынсем. Автора моральпе чыслăх тата обществăра çын епле пурăнни, кашни харпăр хăйпе ăнланулăх тупма тăрăшни хумхантарать. Публицистика статйисенче вара — тăван чĕлхе, тĕн, политика, культурăпа искусство ыйтăвĕсем.
— Денис Викторович, çуралнă кунпа сире! Кăмăлсем еплерех? Пурнăç, пĕр шутласан, тĕлĕнмелле пулăм! Унăн кустăрми шав малаллах кусать, обществăри улшăнусем сире те ав пĕр шухăшсăр канлĕн пурăнма чăрмантараççĕ…
— Çыравçăсем çине калама çук пысăк негатив йăтăнса анчĕ. Ку нумайăшне анратсах ячĕ. Пултарулăхне çухатман çыравçăсем те аптрасах ÿкрĕç, мĕншĕн тесен вĕсем кашни произведенире пархатарлă сăнар пулмаллине хăнăхса çитнĕ. Эпĕ те пĕр хушă алла ĕç тупаймасăр асаплантăм. Çамрăк чухне хайланă произведенисене тепĕр хут çырма хăтланса пăхрăм. «Шухăшласа хăварнă çынлăх» повеçе «Хĕрт-сурт» ятпа çĕнĕрен майласа пичетлерĕм. Анчах ку мана тивĕçтермерĕ. Епле пулсан та çĕнелÿ литератури маншăн ют пулмалла мар тесе хама хам ĕнентерме пултартăм.
«Эсир хăвăрăн произведенисен геро-йĕсене еплерех шыраса тупатăр», — тетĕр. Эпĕ вĕсене сĕтел хушшине кĕрсе ларсан тин шырама тытăнмастăп. Ман ун пек йăла çук. Мана произведени персонажĕсем хăйсем алран çавăтса сĕтел хушшине илсе килсе лартаççĕ. Вĕсем вара ман пуçра кĕтмен çĕртен çуралаççĕ. Ак, пĕррехинче «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухне ман пата яваплă секретарь пычĕ, ума «Правда» хаçат номерне хучĕ. «Вула», — терĕ. Пăхатăп, унта спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан лашасене турттарса çÿремелли кустăрмаллă витесене Çĕмĕрлери автофургон заводĕнче тăваççĕ иккен. Яваплă секретарь ман çине пăхса илчĕ те çапла каласа хучĕ: «Правда» хаçат çырасса кĕтмелле мар, хамăрăн шыраса тупмалла кун пек хыпарсене». Вара эпĕ кун-çулти хăш-пĕр самантсене аса илме тытăнтăм. Пĕр çулталăка яхăн Калининăри ача çуртĕнче воспитательте тăрăшрăм. Ун чухне пире тăватă студента 3 курс хыççăн шефа илнĕ ача çуртне воспитатель пулса ĕçлеме ячĕç. Директор пире пуçтарчĕ те, çутĕç министрĕн хушăвне вуласа пачĕ. Иккен пĕр ача çуртĕнче шкула çÿрекен хĕрача хырăм йăтнă. «Кун пекки ача çуртĕнче пулмалла мар», — тесе хытарсах каланă иккен ăна. Пире те: «Пăхкалăр, асăрхăр, сыхлăр», — тесе ăс пама пуçларĕ. Çавăн чухне пирĕн ача çуртĕнчи пĕр çамрăка кунти хĕрсемпе туслă пулнăран çулĕ çитмесĕрех Çĕмĕрлери автофургон заводне ĕçе кайса вырнаçтарчĕç. Çакă аса килчĕ. Вара эпĕ çав ача çуртĕнчи çамрăксем çинчен шухăшласа кайрăм та ман пуçра «Пăши пăрушĕ» сюжет çуралчĕ. Пĕр туслă мăшăр «Çавал» юхан шывĕ леш енчи вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне пăши пăрушне курать. Леш вăйран кайса выртать. Вара ăна ача çуртне илсе килеççĕ. Эпир кунта ĕне те усраттăмăр. Çав пăруша ĕне витине вырнаçтартăмăр. Ăна ĕне сĕчĕпе ÿстерчĕç, хайхискерне вăй илсен калле вăрмана кăларса ячĕç. Çакă мана çĕнĕ повеç çырма хистерĕ.
— Этемлĕх нихçан та лăпкă пурăнман. 90-мĕш çулсем пирĕн çĕршывшăн та хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пулса тăчĕç. Чи кирли — çыравçăсем пурнăç таппипе тан утма пултарни, шăп та лăп вĕсен хайлавĕсене вуласа хальхи çамрăксем ун чухнехи ахăрсаманан тапхăрĕсене хăйсемшĕн уçаççĕ.
— Çамрăк çыравçăсем çав ахăрсамана патне каялла таврăнас тесен ман хайлавсенчи эпизодсене тишкерсе тĕпчеме пултараççĕ. Нумай произведенире ун чух пулса иртнĕ эпизодсем çырăна-çырăна юлнă. Халь ак каласан та ĕненмĕпĕр, ун чух вара Шупашкар урамĕсенче кăкăрĕ çине латинла саспаллипе «ноу», çурăмĕ çине вара «йес» тесе çырнă хĕр пĕрчисем ушкăн-ушкăн çÿретчĕç. Анчах ку нумая пымарĕ… Те шкулта вĕрентекенсем, те ашшĕ-амăшĕ ачасене çав майкăсемпе çÿреме пăрахтарчĕç. Майкăсене пасар çулĕ çинче е пасар хапхи умĕнче сутакансем йышлăччĕ. Эпĕ çак пулăма «Йес-ноу» калавра çырса кăтартма пултартăм. Ку кăна та мар-ха. Халăх хĕвĕшекен вырăнсенче хăрах аллипе сăпка ачине ытамланă, тепĕр аллине укçа ыйтса малалла тăснă чикан майрисем ларатчĕç. Пĕр çын та çав ачасене шеллемесĕр пăхса иртсе кайман пулĕ. Çавах укçа паракансем çав териех нумай марччĕ. Çав хитре пĕркенчĕклĕ ачасене çывăрччăр тесе эмел ĕçтерĕ иккен, тата вĕсем чикан ачисем те пулман, вĕсене чикан хĕрарăмĕсене эрех-сăрапа иртĕхекенсем укçалла панă пулнă иккен. Вĕсем çинчен те эпĕ «Шăрхалчă» повеçре çырса кăтартрăм. Пасар саманин тискерлĕхне, намăссăрлăхĕпе чыссăрлăхне кăтартакан ун пек эпизодсем çав тери нумайччĕ. Пасар çулĕсем çинче çамрăксем ушкăн-ушкăн пухăнса укçалла вăйă вылятчĕç. Автовокзал çумĕнче те вăй питти арçынсем çак вăййа выляттаратчĕç. Хайхискерсем никама та шеллемен, вĕсене укçа çеç кирлĕ пулнă. Çак тĕслĕхе те эпĕ пĕр калавра çырса кăтартрăм. «Çурăк хут укçасем» ятлă вăл.
— Литература критикĕсем сирĕн пултарулăхра ял теми те пысăк вырăн йышăннине палăртаççĕ.
— Ĕнтĕ ялта çуралса ÿснĕ та-ха, ял çинчен çырмасăр тăма пултарайман эпĕ. Манăн пĕтĕм ачалăх, яшлăх чăваш ялĕнче иртнĕ. Ман шутпа, ял пĕтес хăрушлăх яланах пулнă. Халь çĕнни сиксе тухрĕ. Шкулсене пĕрлештереççĕ, ачасене ялтан яла автобуспа турттарма тытăнчĕç. Шкул пĕтсен — ял пĕтет. Çавăнпа та май пур таран шкулсене сыхласа хăвармалла. Ку — пĕрремĕшĕ! Иккĕмĕшĕ — халь çине тăрсах радиопа та калаççĕ, телекуравпа та кăтартаççĕ, хаçатсенче те çыраççĕ — культура учрежденисене çĕнĕрен тăваççĕ, çĕнетеççĕ. Ку — лайăх! Урăх нимĕн те калаймастăп. Вăт, эп çуралнă Асанкассинче те клуб юхăнса çитнĕччĕ. Эпĕ ун шăпине пĕлместĕп, анчах та юсав черечĕ çитессе кĕтетĕп. Эпир çамрăк чух культура учрежденисене, фельдшерпа акушер пункчĕсене колхозсемпе совхозсем тытса тăнă, халь вĕсене бюджет шучĕпе тытса тăмалла тунă иккен. Бюджетра укçа вара çав тери хĕсĕк. Хăй вăхăтĕнче колхозсем ураланса çитсен çак ĕçсене тума укçа шеллесе тăман, шкул тата культура çурчĕсене тирпейлĕн пăхса тăнă. Вăт, ял нуши халь çакă. Унсăр пуçне суя реформăсене пула эпир колхозсене пĕтертĕмĕр. Ку — йăнăш çеç мар, ку — шутласа тунă преступлени. Мĕншĕн тесен иртнĕ вăрçăра çĕнтерме тăрăшнă, пулăшнă колхозсене пĕтерни — Америкăна сутăнни пулчĕ. Халь ял хуçалăх ĕçченĕсене фермерсем тесе калани мана пăшăрхантарать кăна мар, çав тери тарăхтарать те.
— Çĕр хакне пĕлсе çитĕннĕ çыравçăшăн ял теми çывăххинчен, çав вăхăтрах ял шăпи пăшăрхантарнинчен тĕлĕнмĕп. Çамрăклăхăн хăйĕн илемĕ… Шкул вăхăчĕсене таврăнар-ха…
— Асанкасси шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Комсомольскинчи вăтам шкулта вĕренме пуçларăм. Ун чух вĕренÿ тÿлевлĕччĕ. Çулталăкшăн — 150 тенкĕ. Çуррине — Çĕнĕ çулччен, тепĕр çуррине вара уяв хыççăн памаллаччĕ. Камăн ашшĕ вăрçăран таврăнман, вĕсем вĕреннĕшĕн укçа хывмастчĕç. 8 класс ăнăçлах вĕренсе пĕтертĕм. Пĕр «виççĕ» паллă та çук. Киле таврăнсан аттене савăнсах çак хыпара пĕлтертĕм. Вăл мана тимлĕ итленĕ хыççăн ĕçе кĕресси пирки сăмах тапратрĕ. Асанкассинче Полина Осипенко ячĕллĕ вăрман артелĕ йĕркеленĕччĕ. 3 уйăх столяра вĕрентрĕç. Паянхи кун та пĕрремĕш ĕç укçи илнине манман эпĕ. 360 тенкĕ. Пĕр пус юлмиччен аннене тыттартăм. «Малалла вĕренме пухăпăр», — терĕ вăл. Укçа пуçтарăнсан ман валли велосипедпа тум туянтăмăр. Тавар туянма Канаша кайма тиврĕ. Манпа пĕр класра Гурий Чаржовăн пиччĕшĕ ăс пухрĕ. Генăпа эпир питĕ туслăччĕ, литкружока çÿреттĕмĕр. Кунта сăвăсем хайлаттăмăр, спектакльсем лартаттăмăр, пĕчĕк инсценировкăсем çыраттăмăр. 9 класра вĕреннĕ вăхăтра «Молодой коммунист» хаçат çумĕнчи литпĕрлешĕве чĕнчĕç. Вăл икĕ чĕлхепе тухатчĕ. Унта ман сăвăсем пичетленчĕç. Литкружок манăн пуласлăха татса пачĕ те! Эпĕ хамăн кун-çула литературăпа çыхăнтарма тĕв тытрăм. «Октябрь ялавĕ» çумĕнчи литкружока вара вăл çулсенче Гурий Чаржов, Ларион Козин, Виталий Шемекеев, Хветĕр Агивер, Лаврентий Таллеров, Геннадий Мальцев, Геннадий Уткин, Алексей Зайцев, Никандр Якимов çÿретчĕç. Чылайăшĕ вĕсенчен хăйсене журналистикăра тупрĕç. Районсене пĕрлештерсен хаçата та хупрĕç. Эпĕ çартан таврăннă çĕре «Октябрь ялавĕ» редакци каллех ĕçлеме пуçларĕ. Лаврентий Таллеров пултаруллисене хăй çумне çĕнĕрен пухрĕ. Вăл «Коммунизм ялавне» ĕçлеме куçсан вара пултарулăх пĕрлешĕвĕ саланса кайрĕ. Паянхи çы- равçăсем хушшинче ентешĕме Геннадий Максимова палăртмалла.
— Эсир чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки хаçат-журналта пĕрре мар чунăра ырттарса çыртăр…
— Ним иккĕленмесĕрех каламалла: чăваш ялĕ пур чухне чăваш пĕтмест. Ял пĕтсен — чăваш пĕтет. «Хулара чăвашран та вырăс çуралать», — тесе пуçланать ман пĕр калав. Ку чăнах та çапла. Халĕ вырăсларан чăвашла сăвă-калав, романсем куçармастпăр. Мĕншĕн тесен оригиналсене вулама пултаратпăр. Ку кăна та-ха мар, интернета пула пичетленĕ кĕнекесем модăран тухса пыраççĕ. Çавăнпа та чăваш чĕлхин пуласлăхĕ тепĕр чух тепĕр майлă шухăша ярать. Каплах пулсан, тепĕр 100 çул пурăнайĕ-и чăваш чĕлхи? Çитменнине ăна Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн статйине пăсса факультативлă майпа вĕрентме пуçларĕç. «Ку вăл — вĕренсен вĕрен, вĕренмесен — ан вĕрен», — тениех-çке. Чăваш чĕлхин урокĕсенче халь ятарлă паллă лартмаççĕ, çавна пула вĕренекенĕн нимĕнле яваплăх та çук. Анчах Владимир Путин сăмахĕсем шанчăк кÿреççĕ. Вăл вырăс сăмахлăхĕн обществине тунă чух çапла каларĕ: «Вырăс чĕлхипе вырăс литератури наци хăрушсăрлăхĕ тата нацие упраса пурăнмалли хатĕр», — терĕ. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, наци хăрушсăрлăхĕ тата хамăрлăха упраса пурăнмалли хатĕр вара чăваш чĕлхипе литератури пулса тăраççĕ. Çапла вара Чăваш патшалăхĕн шкулĕсенче Раççей Конституцийĕ панă ирĕкпе усă курса пирĕн чăваш чĕлхипе туллин усă курмалла, ăна саккунпа çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăра Раççей патшалăхĕн тата Чăваш патшалăхĕн чĕлхисем пĕр пек усă курмалли чĕлхесем пулса тăраççĕ. Вĕсене шкулта та пĕр тан вĕрентмелле. Çапла вара пирĕн шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури чăваш чĕлхипе литератури пĕр тан пулмалла. Кун пек пулсан чăваш чĕлхи пĕтместех.
— Чылай çыравçă ăсталăхне малтан журналистикăра туптанă…
— Эпĕ хаçат ĕçне кÿлĕнме тÿр килнишĕн паян та савăнатăп, мĕншĕн тесен вăл мана, пулас прозаика, информаципе пуянлатса пычĕ. Унсăр пуçне хаçат ĕçĕ политика, идеологи ĕçĕ шутланать. Ку пулас çыравçа чăнлăх мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине кашни кун ас тутарса тăрать. Çавăнпа та эпĕ хаçатра ĕçленĕшĕн, тепĕр хут калатăп, çав тери кăмăллă. Ку тата мана илемлĕ литературăн тепĕр жанрне, публицистикăна, алла илме хистерĕ. Çыравçăсенчен публицистсем темелли çынсем нумай мар. Вĕсем теплерен пĕрре кăна пулаççĕ. Сăмах май, эпĕ Чингиз Айтматовăн интервьюсен, публицистика статйисен кĕнекине курнă, алла тытнă, вуланă, тĕрĕсех, ун пек çынсем нумайăн мар. Чăваш çыравçисенчен вара вĕсем уйрăмах та сахалăн. Анатолий Емельянова, Василий Петрова аса илнĕ пулăттăм. Вĕсем публицистика жанрне тиркесе тăман. Журналистика — манăн чун ыратăвĕ, çавăнпа та çырас мар тесен те алсем хăйсемех хускалаççĕ. 3—4 кĕнекелĕх материал пуçтарăнать. Вĕсем хаçат-журналта пичетленсе пынă, чылайăшĕ архивра пур, ыттисене библиотекăра тупма пулать.
Публицист тени вăл — тĕрĕслĕхшĕн тăракан çын тениех. Пирĕн пурнăçра тĕрĕслĕхшĕн кĕрешмелли сăлтавсем тупăнсах пыраççĕ. Уйрăмах тÿре-шара хушшинче çак çĕн йĕркелÿ текен пулăм хускалсассăн вăрăсем, çаратакансем, бюджет вăррисем çиеле тухсан, эпир публицистика мĕнне çав тери тарăн ăнлантăмăр. Ун чух уççăнлăх тесе журналистсене ирĕк пачĕç. Совет влаçĕ чухне ун пек уççăн çыртарман, пит асăрханса каламалла пулнă. Вăл çулсенче публицистсем фельетон жанрне аталантарнă, унта камне уççăн кăтартман, вулакан вара тÿрех кам пирки сăмах пынине ăнланса илнĕ. Çапла майпа эпĕ публицистика жанрне чун çывăхне илтĕм. Халĕ те çырас килсех тăрать, анчах сывлăх ирĕк памасть.
— Мĕнле темăсем хускатас килет сирĕн?
— Чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентнине питĕ çырса кăтартас килетчĕ ман. Ахăрсамана пуçлансан чăваш чĕлхине çав тери хытă пусмăрлама тытăнчĕç. Çакă такам хушнипе тунă пекех туйăнса тăрать. Акă, хутлă сăмахсене уйрăм çырма тытăнтарчĕç. Çавăн çинчен миçе статья анчах çырман-ши эпĕ? «Хыпарта» пĕрре те пичетлемерĕç. Вара юлашкинчен пĕрне «Тăван Атăла» кайса патăм. Журнал пичетлерĕ. Ун хыççăн сÿтсе явма пуçларăмăр ку ыйтăва. Хутлă сăмахсене чăваш чĕлхинче те вырăс чĕлхинчи пек пĕрле çырмалла текенсем нумай пулчĕç. Апла пулин те пирĕн Патшалăх Канашĕ çак ыйтăва йышăнмарĕ. Экспертсем тесе каллех çав уйрăм орфографи ăстисене тавăрса пачĕç. Орфографи вăл них-çан та экспертсен, чĕлхеçĕсен ĕçĕ кăна пулман, орфографи вăл — политика ĕçĕ, çавăнпа та ăна Патшалăх Канашĕн хăйĕн тытса татса памаллаччĕ. Вăт, çак ыйту паян та мана канăç памасть, май килсен эпĕ ăна тепĕр хут хускатасшăн.
— Эсир Библие чăвашла куçарас ĕçе те хутшăннă…
— Чăваш чĕлхин шăпи пирки шухăша путсан, мана яланах Библи куçаракансен семинарĕсенче каланă сăмахсем аса килеççĕ. «Библие хăйĕн чĕлхипе вулакан халăх нихçан та пĕтмест», — тетчĕç пире семинарта ăс паракан çынсем. Çавăнпа та эпĕ Кивĕ халала чăвашла куçарма савăнсах килĕшрĕм. 13 кĕнеке таран чăвашла куçарнă, ытти çыравçăсемпе пĕрле куçарнă çак тулли Библи пичетленсе тухрĕ. Митрополит пире хисеп хучĕ парса тав турĕ.
— Чăваш çемйисенче ачасене тĕрĕс воспитани пама пĕлеççĕ-ши?
— Пире атте-анне мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме кăна вĕрентнĕ. Усал ĕçе вĕрентмен… Тата çын çинче усал ятлă ан пулăр тесе хистенĕ. Çав йăла мана та куçнă пуль ĕнтĕ. Эпĕ хам та ачасене ĕçлеме вĕрентнĕ. Шутласа каятăп-каятăп та пĕр саманта аса илетĕп. Кĕçĕн ывăлăмпа пахчара канатпăр. Кÿршĕ дача тăвать. Тăррине пĕчченех витсе асапланать. «Кайса пулăш-ха кÿрше», — тетĕп Артура. Вăл унпа 2 кун ĕçлерĕ. Вĕренчĕ. Вара хамăран дачăна тунă чухне ывăлăм пĕчченех тăррине витрĕ. Ку вăл ятарласа планласа воспитани пани мар. Пурнăçри кашни утăма вĕрентсе тăман эпĕ, ачасем пире, ашшĕ-амăшне, курса хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхнă. «Ачăрсене литература енне сулăнтарман-и?» — тесе ыйтсан та, эпĕ нихăшне те, вăл шутра Аленăна та, Светăна та, Артура та: «Литературăна юрат-ха, сăвă çыр-ха», — тесе хистемен. Вĕсем хăйсемех çав еннелле туртăннă. Эпĕ тĕпренчĕксене мĕн пĕчĕкрен сăвă каласа ÿстернĕ. Кайран хам та ача сăввисене çырма тытăнтăм. Пĕрремĕш кĕнекене аслă хĕре Аленăна халалланăччĕ. Ятне те «Аленушка теттисем» тесе панăччĕ, анчах та вăл «Ăшă çумăр» ятпа тухса кайрĕ. Светăна та сăвă çырма вĕрен тесе ятарласа каламан. Эпĕ ăна рифмăлла выляма вĕрентнĕ. Чĕлхе çине килнĕ сăмах валли вăл хăех рифма тупма тавçăратчĕ. Вăт, çапла выляса эпир унпа сăвă çырас еннелле туртăнма тытăнтăмăр. Света мана малтанхи сăввисене кăтартман. Кайран вара пыра-пыра кăтартатчĕ. Мĕн калас: «Ырланă, мухтанă, çав кăна». Çыравçăн тĕнчи — хăйне кăна евĕрлĕ тĕнче. Мĕн те пулсан çырма шухăшланă чухне ăна никам та кирлĕ мар. Вăл хупăнса ларма хатĕр, анчах та çырса пĕтерсен вара кама та пулсан каласа кăтартмалла, вуласа памалла, çын мĕн шутланине пĕлмелле. Хайлавсене итлекен пĕрремĕш çын вăл — ман савнă мăшăр. Ăна вуласа параттăм. Çав вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсенчен çавăн пек хаклама пултаракан çынсем пурччĕ ман. Петр Львова чи малтан кăтартма тăрăшаттăм. Вăл чылай вăхăт хушши литература журналĕсен редакцийĕсенче ĕçлерĕ. Юлташ хакланине эпĕ чунпа йышăннă. Пĕррехинче эпĕ ун патне калав илсе кайрăм. Вăл вуласа тухрĕ те юлашки страницăна енчен-енне çавăркалама тытăнчĕ. «Мĕн çук унта?» — тетĕп. «Вĕçне тупаймастăп-ха», — тет. Калавăн вĕçĕ пулман иккен. Эпĕ вара ман мĕн тумаллине тÿрех тавçăрса илтĕм. Страницăсене пуçтартăм та киле çитсен калав вĕçне шыраса тупрăм. Ĕмĕрлĕхе ăша, пуçа Антон Чехов калани кĕрсе юлчĕ: «Эпĕ нумай калавсене калав вĕçĕшĕн çырнă». Чăнах та, калавăн мĕн пур пĕлтерĕшĕ унăн вĕçĕнче пулмалла.
— Çыравçăн ăнăçăвĕнче юнашар пурăнакан мăшăрĕн тÿпи те пурах…
— Эпир арăмпа килте иксĕмĕр çеç кун кунлатпăр. Час-часах çамрăклăха аса илме хăтланатпăр. Çакă пирĕн пурнăç тĕшши пулса тăчĕ пулмалла. Вăл мĕн ас тунине, эпĕ мĕн ас тунине пĕрне-пĕри каласа паратпăр. Чăнах та, пире шăпа хăй паллаштарчĕ. Пĕр шкултах ăс пухнă эпир, анчах та унта мар, вĕренсе пĕтерсен чунпа çывăхланмалла пулчĕ. Эпĕ ун чух «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçлеттĕм, вăл вара почтăра телефонисткăра тăрăшатчĕ. Çавăн чухне эпир унпа тĕл пулма тытăнтăмăр. Илемлĕ произведенисенче çырнă пек, киносенче кăтартнă пек юрату романтики çав тери хĕрÿллĕ пулман, эпир пĕр-пĕринчен именсе калаçнă. Чăваш йăли ĕнтĕ вăл. Мана кĕтмен туман çĕртен çара илсе кайрĕç. 14 кун малтан повестка парса хучĕç. 14 кун эпĕ ялта тутăр вĕçтерсе салтак юрри юрласа çÿрерĕм, Шупашкара пединститута кайса килтĕм, юлташсемпе сыв пуллашрăм. Мана ăсатма тĕп хуларан яла юлташсем те килчĕç. Çавăн чухне Канаша илсе каякан грузовик кузовĕ çине хăпарса ларас умĕн пулас мăшăрăмпа сыв пуллашрăм та ăна чунтан пĕр сăмах каларăм: «Кĕт 3 çул, таврăнсассăн пĕрлешетпĕр». Вара вăл 3 çул чăтăмлăн кĕтнĕ мана.Таврăнсан эпĕ уншăн ăна тав турăм. Вăт çапла пире пурнăç пĕрлештерчĕ те. Эпир халь унпа çур ĕмĕр ытла пурăнатпăр. Вăл та, ман пекех, Горькинчи партин аслă шкулĕнче ăс пухрĕ, Республикăри «Знание» обществăна 33 çул ертсе пычĕ. 3 ача пăхса ÿстертĕмĕр. Вĕсен пурнăçĕ ăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларма эпир чуна парса тăрăшнă. Пирĕн 3 мăнук пур, вĕсенчен пĕрин хăйĕн ачи пур. Мăнуксем — арçын ачасем. Кĕçĕнни кăçал 10 çул тултарать. Вăл ман ятлă, ман хушаматлă: Денис Гордеев.
— Пулас çыравçăсене аслă тусĕ мĕн каласа пиллĕ-ши? 
— Сывлăх пур чух эпĕ кашни çулах Республикăн ачасемпе çамрăксен библиотеки «Çĕнĕ ятсем шыратпăр» ятпа ирттерекен конкурс жюринче ĕçлеттĕм. Мана кашнинчех пĕр ыйту паратчĕç: «Хальхи çамрăксен произведенийĕсенче мĕнле-мĕнле çитменлĕхсем тупрăр-ха?» Эп кашнинчех пурне те пĕр пек хуравлаттăм: «Эпĕ вĕсенче нихçан та çитменлĕх шырамастăп, лайăххине шыратăп, çитменлĕхне авторсем хăйсемех ĕçленĕçемĕн курма пуçлаççĕ, вĕсене лайăххине курма, туртса пыма вĕрентес пулать». Вăт çапла, паян та литература çулĕ çине тăрас текенсене çапла каланă пулăттăм: «Лайăххине асăрхăр, çитменлĕхсене хăвăр курăр, хăвăр пĕтерĕр».
Альбина ЮРАТУ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *