Четверг, 25 апреля

Асатте пек ĕçчен пулăп

Асатте пек ĕçчен пулăп

Октябрĕн 1-мĕшĕ — Ваттисен кунĕ. Çав уявпа пĕрлех манăн асаттен çуралнă кунĕ те пĕр килет. Вăл 80 çул тултарать.
Асатте — Петр Тихонович Ядров —Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1953 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул тăван колхозра весовщикре ĕçленĕ. Каярахпа шофера вĕренсе тухнă, 1957 çулта салтак ретне тăнă. Службăра асаттене тимлĕ пулнăшăн нумай Тав хучĕ, тĕрлĕ паллăсем парса чысланă. Салтакран таврăнсан Канаша тракториста вĕренме кайнă. Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме тытăннă. Петр Тихонович ĕçе яланах тирпейлĕ те тĕплĕн тума тăрăшнă. Тăван колхоз малалла аталантăр, ял-йыш пурнăçĕ тулăх пултăр тесе чылай вăй хунă. Кун тăршшĕне колхоз хирĕнче кунланă. Ирпе ирех тухса кайнă та каç пулттипе çеç таврăннă. Çакăн пек маттур пулнăшăн Петр Тихоновича «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» /1974 ç./, «Вунпĕрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» /1985 ç./ паллăсемпе, «Хисеп Палли» орденпа /1986 ç./ чысланă. Унсăр пуçне грамотăсемпе парнесен шучĕ те çук. 1997 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ вăл.
Обществăлла ĕçре те хастар пулнă. Петр Тихоновича Аслă Çĕрпÿел ял Совечĕн депутатне пĕрре мар суйланă, 34 çул суд заседателĕнче тăрăшнă.
Çемьере вăл — юратнă атте тата мăшăр. Асаннепе вĕсем пĕр хĕр те икĕ ывăл ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă.
Наградисемпе вăл нихăçан та мухтанмасть, вĕсене чыслă та тирпейлĕ упрать. Кăтартма ыйтсассăн хăйĕн пурнăçĕ çинчен хумханса каласа парать. Асатте пур çĕрте те йĕрке пулнине юратать. Кил-хуçалăхшăн, çемьешĕн тăрăшать. Пире нихăçан та ятласа мар, вĕрентсе калать. Асатте сăмахĕ пире хăватлă туйăнать, каланине вăл хушнă пек пурнăçлама тăрăшатăп. Эпĕ хамăн асаттене питĕ юрататăп, вăл манăн пурнăçра тĕслĕх вырăнĕнче. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл нихăçан та сăра-эрехпе иртĕхмен, пирус таврашне çăварне хыпман. Эпĕ те асатте пекех ĕçчен те маттур пулма тăрăшатăп. Эпир ăна 100 çула çитичченех пирĕнпе пĕрле пулма сунатпăр.
Артем ЯДРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *