Четверг, 25 апреля

Тĕрлĕ енлĕ ăмăртнă

Тĕрлĕ енлĕ ăмăртнă

Нумаях пулмасть «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче пĕртăван Зубаревсене халалласа спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта спорт ветеранĕсенчен пуçласа çамрăк спортсменсем таран хутшăннă.

Мероприятие пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламланă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума суннă. Çавăн пекех пуçтарăннисем умне çак мероприятие йĕркелекен — Светлана Зубарева, физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Евгений Тихонов, спорт ветеранĕсем Василий Пундяков, Тамара Краснова, Елена Савельева, Альбина Назарова тухса калаçнă.
Районти шкулсен командисем хушшинче мини-футболпа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çĕнтернĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 1-мĕш тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсем пайланă. Çавăн пекех шкул ачисем ишсе ăмăртнă, ветерансем икĕ ÿсĕм категорине пайланса виçĕ енлĕн тупăшнă.

П.ПОРЯДКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *