Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пур районсенче те куçман пурлăх çине правăсене регистрацилессипе çыхăннă ыйтусемпе телефон линийĕсем йĕркеленĕ. Хăш-пĕр ыйтусемпе хаçат вулаканĕсене те паллаштаратпăр.
— Нумай çул каялла эпир мăшăрпа хваттере пĕрлехи харпăрлăха приватизацилерĕмĕр. Халĕ эпĕ пĕччен пĕрлехи харпăрлăха регистрацилесси çинчен заявлени пама пултаратăп-и?
— Пултаратăр, мĕншĕн тесен приватизациленĕ куçман пурлăх çине пĕрлехи харпăрлăх правине регистрацилеме пĕр харпăрçăн заявленийĕ те çителĕклĕ.
— Манăн ывăл 17 çулта. Унăн хваттер пур. Урăх хулана куçса кайнă май, эпир ăна сутма шутларăмăр. Опека органĕсем çапла тăвассине хирĕçлемеççĕ. Асăннă хваттере сутни çинчен калакан килĕшĕве нотариус патĕнче çирĕплетмелле-и?
— Çапла, çирĕплетмелле. Çул çитмен гражданинăн куçман пурлăхне сутнă чухне нотариус патне çитмеллех.
— Объектăн харпăрçисĕр нимĕнле правăсене те регистрацилеме юраманни çинчен регистраци тăвакан органа кам заявлени пама пултарать?
— Çакăн пек заявление куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче объектăн харпăрçи е саккунлă представителĕ тесе çирĕплетнĕ çын çеç пама пултарать. Çакна Росреестрăн сайчĕ /www.rosreestr.ru/ урлă тума май пур.
— Эпĕ хам пурăнакан икĕ пÿлĕмлĕ хваттере приватизацилеме шутларăм. Приватизаци килĕшĕвне кукамăшĕ патĕнче пурăнакан хамăн 4 çулхи ывăла кĕртмелле-и?
— Çапла, приватизаци килĕ-шĕвне хăвăрăн ывăлăра кĕртмеллех, мĕншĕн тесен çул çитменнисен пурăнакан вырăнне ашшĕ-амăшĕ патĕнче палăртаççĕ.
— 2010 çулта хваттер туянтăм. Суту-илÿ килĕшĕвне нотариус патĕнче çирĕплетрĕм, анчах та çак хваттер çине хамăн правăна регистрацилеме вăхăт пулмарĕ. Хваттер сутакан халĕ ăçта пурăннине эпĕ пĕлместĕп. Унсăрах регистраци органне пыма юрать-и?
— Енчен те хваттер туяннине нотариус патĕнче çирĕплетнĕ пулсан, патшалăх реестрĕнче правăсене регистрацилеме килĕшĕвĕн пĕр енĕн заявленийĕ çителĕклĕ. Çапла эсир сутакансăрах хăвăрăн правăна регистрацилеме пултаратăр.