Четверг, 18 апреля

Чир-чĕртен сыхланас тесе

Чир-чĕртен сыхланас тесе

Кĕркунне… Шăпах çак тапхăрта медицина ĕçченĕсем çынсене грипран прививка тума пуçлаççĕ, тĕрĕсрех каласан, пуçланă та ĕнтĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, 2018—2019 çулсенчи сезонта грипăн А/»Мичиган», А/»Сингапур», В/»Колорадо» вируссем сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Пирĕн çĕршывра туса кăларнă вакцинăсен шутне шăпах вĕсем кĕнĕ те ĕнтĕ.
Надежда Михайлова врач-инфекционист каланă тăрăх, район больницине вакцинăсен пĕрремĕш партийĕ — 3500 доза — августрах çитнĕ. Кăçал пирĕн районта пурĕ 11 пин ытла çынна прививка тума палăртнă. Сăмах май, прививкăна хальтерех кун çути курнă ачана ултă уйăхран пуçласа тума юрать. Чăн малтанах шкул çулне çитмен ачасемпе вĕренекенсене, студентсемпе медицина ĕçченĕсене, вĕренÿ тата обществăлла транспорт ĕçченĕсене прививка тумаллине палăртмалла. Çавăн пекех вакцинацие ача кĕтекен хĕрарăмсен, 60 çултан аслăраххисен, çар службине каймаллисен, чĕрепе чирлисен тутарма тăрăшмалла.
Надежда Николаевна врач грипран прививка тутарас текенсем нумайланса пынине палăртать. Харпăр хăй сывлăхне упрама тăрăшакан асăннă категорири граждансем прививкăна район больницинче те, фельдшерпа акушер пункчĕсенче те тÿлевсĕрех тутарма пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр, прививкăна маларах тутарма тăрăшмалла. Сирĕн организм вакцинаци хыççăн икĕ эрнерен вируссенчен сыхланма пуçлать — иммунитет çирĕпленет. Çакна яланах асра тытăр!
Прививкăна врач тĕрĕсленĕ хыççăн кăна тăваççĕ. Направлени илес тесен участокри терапевт е çемье практикин врачĕ патне пырăр.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *