Август уйăхĕнче Чăваш Енри Халăхсен туслăх çуртĕнче регионсем хушшинчи 7-мĕш «Ай, юрлар-и?» гала-концерт иртнĕ. Ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, халăх юррисене пуçтаракан тата вĕсене шăрантаракан Ираида Григорьевна Вдовина 105 çул çитнине халалланă.
Ираида Вдовина — талантлă вĕрентекен, филолог. Вăл 1000 яхăн юрă сăмахĕсене кăна мар, вĕсен кĕвĕ-çеммине упраса хăварса халăх патне çитерме пултарнă. Сăмахран, «Юрă — чун уççи» юрăсен пуххинче унăн 50 юрри пичетленнĕ, «И.Г.Вдовина шăрантарнă чăваш халăх юррисем» пухура вара — 222 юрă. Мускаври «Мелодия» фирмăра унăн сассиллĕ 3 грампластинка кăларнă.
И.Вдовина репертуарĕ тĕрлĕ жанрлă юрăсенчен тăрать: хăна юррисем, шÿтлĕ юрăсем, йăла-йĕрке юррисем, туй, улах… Юрăç чун-чĕришĕн туслăхпа юрату, тĕрĕслĕхпе чун тасалăхĕ малта пулни палăрать. Ираида Григорьевна произведенийĕсене тишкерсен вĕсем уççăнах палăраççĕ.
Ираида Вдовина юрăçа халалланă гала-концерта 2003 çултанпа ирттерме тытăннă. Тĕп тĕллевĕ — чăваш халăх юррисемпе ыттисене паллаштарасси, çамрăк талантсене тупса палăртасси, уйрăм юрăçсене татах та малалла аталанма пулăшасси.
«Ай, юрлар-и?» гала-концерта кăçал 42 çын хутшăннă: республикăри 12 районпа Шупашкар хулинчи 31 солист-юрăç, Тутарстан тата Пушкăртстан Республикисенчен 2 солист, музыка ăсталăхне алла илекен 7 студент.
Асăннă конкурса «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн уйрăм юрăçисем Анисия Владимировăпа Лидия Карзакова та хутшăннă. Анисия Александровна «Старейшему хранителю песенных традиций» номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.
А.ИСАЕВА.