Четверг, 25 апреля

Урмаелте клип ÿкернĕ

Урмаелте клип ÿкернĕ

Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ «Сугян яр» ятлă авалхи тутар юррипе видеоклип ÿкернĕ. Ăна Урмаелти культура çурчĕн ĕçченĕсем пулăшнипе Урмаел салинче хатĕрленĕ.
Клип ÿкерес ĕçе Пĕтĕм тĕнчери тутар конгресĕн ĕçченĕсем, «Мишар» халăх фольклор тата эстрада ансамблĕсен солисчĕсем, Урмаелти культура çурчĕ çумĕнчи «Тамчы» ача-пăча фольклор ансамбльне çÿрекенсем тата район çыннисем хутшăннă.
Çак видеора патриархаллă тутар çемйин ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркипе паллашма пулать.
Тĕп рольсене Урмаел çамрăкĕсем Резиля Серенеевăпа Азат Фасхутдинов вылянă. Резиля Н.Г.Джиганов ячĕллĕ Хусан патшалăх консерваторийĕнче вĕренет. Азат — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн музыка факультечĕн студенчĕ.
Çитĕннĕ геройсене Вахитовсем — Нурислампа Гельзинур — вылянă. Çавăн пекех клип ÿкерес ĕçе районти искусство шкулĕн преподавателĕ Ильдус Шайдуллин, тутар юррисене шăрантаракан Ильнар Хисамов, Чĕчкен тĕп шкулĕн директорĕ Алсу Гибатдинова тата ыттисем те хутшăннă. Премьерăпа октябрь уйăхĕнче паллашма пулĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *