Пятница, 19 апреля

Ыйтусемпе сĕнÿсем — пурте шутра

Ыйтусемпе сĕнÿсем — пурте шутра

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусене ĕç коллективĕсемпе пĕрле сÿтсе явма, ялта пурăнакансен харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай килчĕç. Республикăн тĕп хулинчен çитнĕ хăнасем малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕç, каярах виçĕ ĕçлĕ ушкăна пайланса Тукай, Шурут тата Александровка ял тăрăхĕсене çул тытрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Александровка ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова хăнасене вырăнти тата Хырай Ĕнел ялĕнче пыракан строительство ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, асăннă ялта культура çурчĕ тăваççĕ. «Çамрăксем, ял халăхĕ валли кирли пурте кунта пулĕ,» — палăртрĕç ĕçченсем. Ĕçĕсем пур-ха: çивиттине витмелле, шалта тирпей-илем кĕртмелле. Строительсем объекта палăртнă вăхăтра хута яма шантараççĕ.
Иккĕмĕш чарăну — «Искра» колхоз правленийĕ. Правлени тулли халăх. Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Силантий Терентьевич Ишмуратов та тĕл пулăва килме кăмăл тунă. Ĕмĕрне çĕрпе çыхăнтарнăскер, çак кунсенче 90 çул тултарнă. Александр Осипов юбиляра паллă кунпа ăшшăн саламларĕ, РФ Президенчĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Татьяна Рябинина Силантий Терентьевича ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ, вăл, тава тивĕçлĕ агроном, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх иккенне асăнчĕ. АПК ветеранĕсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Василий Николаевпа Илдус Миннетуллин агроном, «Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин, «Искра» колхоз председателĕ Александр Зайцев Силантий Терентьевича ăшă сăмахсем каласа асăнмалăх парнесем пачĕç.
— Эсир Чăваш АССР Ял хуçалăх министерствинче тĕп агрономра тăрăшнă вăхăтра республикăра тухăç илесси самай çÿле хăпарчĕ. Çакă вăл — агротехника вăрттăнлăхĕсене пĕлнипе, вĕсене çирĕп пăхăннипе çыхăннине палăртакан ырă пулăм. Çав вăхăтрах сирĕн пата ыйтусемпе килсен те эсир яланах май пур таран пулăшма тăрăшнă, хăвăр пĕлнине пире те вĕрентнĕ. Тавтапуç сире, — терĕç вĕсем юбиляра саламланă май.
Нумай кирлĕ-и çынна савăнтарма?! Ăшă сăмахпа йăл! кулă, ĕçне кура хаклани — этем чун-чĕришĕн эмелтен те сиплĕрех вĕсем. Силантий Терентьевич хăй те пурне те чĕререн тав турĕ: «Эсир те ман пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр,» — терĕ.
Акă, калаçу пуçланчĕ. Канашлăва Александр Осипов ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем çаксем пулчĕç: РФ Президенчĕ В.В.Путин пенси тытăмне улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнÿсене пурнăçлас тĕллевпе ЧР саккунĕсене улшăнусем кĕртесси; коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ тытăмĕ çине куçасси тата тÿлев йĕркине улшăнусем кĕртесси; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2018—2019 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни; федерацин «РФ 2009—2018 çулсенче телерадио хыпарлавне аталантарас» тĕллевлĕ программа Чăваш Енре еплерех пурнăçланни; шывлă объектсем çинче пулса иртнĕ ĕç-пуçсемпе вут-çулăм ыйтăвĕ; эрех-сăра сиенĕ. Пенси ыйтăвĕ пурне те хумхантараканни пулчĕ тесе шутлатăп. Ара, вăл пурсăмăра та пырса тивет. Акă, сăмахран, хĕрарăмсен пенси çулне маларах сĕннĕ 63 çул вырăнне 60 çула хăварни, нумай ачаллисене тивĕçлĕ канăва иртерех яни… Пысăк пĕлтерĕшли — Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин пенси саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки чĕнсе каланине тĕпе хурса Чăваш Республикин саккунĕсене ылмашусем кĕртессине ăнлантарса пани. Информкунра ял çыннисен пенсийĕ хушăнасси пирки те сăмах пулчĕ. Хушма тÿлеве çитес çул пуçламăшĕнчех тÿлеме пуçлĕç. Унашкаллисем пирĕн республикăра — 32 пин çынна яхăн.
Кашнине пырса тивекен тепĕр ыйту — тирпей-илем. Инçете кайма кирлĕ мар. Хам та пĕрре мар асфальт çинче хытă каяш тултарнă пакетсем выртнине асăрханă, çырма хĕррисемпе вăрмансем пирки калама та кирлĕ мар. Хамăр пурăнакан вырăна хисеплеменни — хамăра юратманни. Çыннăн — çын пек пулмалла. Эпир вара çынлах хăтланатпăр-ши? 
Республикăри коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕç-хĕле йĕркелеме «Экоцентр «МВК» ОООпа килĕшÿ тунă. Çавăн пекех хытă каяшсене пухса типейленĕшĕн тÿлемелли тарифсем пирки те калаçусем пулчĕç. Тĕплĕнрех хаçатăн 3—4-мĕш страницисенче паллашма пултаратăр.
Инна Лепешкина ертсе пыракан ушкăн Шурут тăрăхĕнче ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ пулсан, Владимир Акчурин ертсе пыраканни Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Информкунра кашни темăнах пăхса тухнă, ыйтусем çине хуравланă.
Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *