Çĕнĕ Мăрат шкулĕн «Наследие» шырав отрядне çÿрекен ачасем отряд командирĕпе Валерия Кузьминапа пĕрле Атăл леш енне «Волжский рубеж» шырав сменине кайнă. Вĕсем пĕр эрне ятарлă вĕренĕве çÿрĕç, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăн çапăçăвĕсене реконструкциленĕ çĕре хутшăнĕç.
Мероприяти Сосновка поселокĕнчи «Волна» лагерьте иртет. Программăра: хирти шырав ĕçĕсем, ăсталăх класĕсем /»Архивра шырасси», «Раççейри шырав юхăмĕ çинчен», «Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ» тата ытти темăсем/, лазертаг, çапăçусен ветеранĕсемпе тата вăрçă ачисемпе тĕл пулусем, спорт ăмăртăвĕсем, интеллектуаллă вăйăсем, Аслă Отечественнăй вăрçа сăнлакан фильмсене пăхасси, «Партизансен çулĕсемпе» рольсемлĕ вăйă, вăрçă юрри-ташшин каçĕсем, экскурси, поисковиксен йышне кĕртни, «Волжский рубеж» истори фестивалĕ.