Чăваш Республикинче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ паллă пулни пирки хаçат страницисенче çырса пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте район çыннисене хумхантаракан ытти ыйтусене те уçăмлататпăр.
— Регион операторĕ пулмалли юридици сăпатне кам тата мĕнле майпа палăртнă?
— 2017 çулта Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви регион операторне суйлама конкурс ирттернĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикинче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕç-хĕле йĕркелеме «Экоцентр» МВК» ОООпа килĕшÿ тунă /РФ Правительствин 2016 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 881-мĕш йышăнăвĕ/.
— Чăваш Енре оператора мĕн вăхăта суйланă?
— Килĕшÿре палăртнă тăрăх «Экоцентр» МВК» ОООна килĕшÿ вăйра тăнă вăхăтлăха — 10 çуллăха — регион операторĕ пулма суйланă. Çак тапхăрта «Экоцентр» МВК» ООО Чăваш Республикин территорийĕнче каяшсене пухас, тиесе каяс, утилизацилес, сиенсĕрлетес, вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлĕ.
— Унăн ĕç-хĕлĕ мĕн çинче никĕсленет*
— Регион операторĕ хăйĕн ĕç-хĕлне Росприроднадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2017 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă 21.0012.17-мĕш лицензийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлать. Регион операторĕ хăйĕн ĕçĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ Производствăри тата хуçалăхри каяшсене тирпейлемелли территори схемипе усă курать. Регион операторĕн ĕç-хĕлне йĕркелекен документсем:
— федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕ;
— РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Правительствин 2008 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси çинчен» 1156-мĕш йышăнăвĕ?
— Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлекен регион операторĕн ĕç-хĕлне пурнăçламалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» 557-мĕш йышăнăвĕ.
— Вăл мĕн-мĕн ĕçлет?
— Регион операторĕ конкурсра çĕнтернĕ территорире коммуналлă хуçалăхри хытă каяша пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине, тĕп тăвассине йĕркелет. Çак ĕç-хĕле пурнăçлама вăл коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тиесе каякан тата тĕп тăвакан ытти юридици сăпачĕсене те — коммуналлă хуçалăхри хытă каяша тирпейлекен операторсене — явăçтарать.
Оператор пурнăçлакан ĕçшĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисем, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем, уйрăм хуçалăх тытакансем, юридици сăпачĕсем, предпринимательсем тÿлеççĕ.
— Регион операторĕн ĕçĕсен хакне кам палăртать?
— Регион операторĕн ĕçĕсен хакне Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби палăртать: мĕншĕн тесен Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяша тирпейлес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсен шутне кĕртнĕ. Граждансен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн тÿленĕшĕн социаллă пулăшу мерисемпе усă курма ирĕк пур.
— Вăл хăçан ĕçлеме пуçлать?
— Регион операторĕ Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ пĕрлехи тариф вăя кĕрсен ĕçе пуçăнать.
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессин мĕнле тĕсĕсем регион операторĕн тивĕçĕ шутланаççĕ?
— Регион операторĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕн территорийĕнче каяшсене тирпейлемелли регион программипе тата территори схемипе килĕшÿллĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине, тĕп тăвассине йĕркелет. ?Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕн 24.6 статйи № Каяшсене тирпейлемелли килĕшÿпе регион операторĕ Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн килĕшÿре палăртнă вырăнта тата калăпăшпа каяшсене пухать, тиесе каять, тирпейлет, сиенсĕрлетет. /Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕн 24.7 статйи/ РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Правительствин 2008 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси çинчен» 1156-мĕш йышăнăвĕ/.
— Тата вăл мĕнле каяшсемпе ĕçлет?
— Регион операторĕ коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемпе кăна ĕçлет. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне граждансем кулленхи пурнăçра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме усă курнă май хăйсен чăн пахалăхне çухатнă таварсене, юридици сăпачĕсен, предпринимательсен ĕç-хĕлне пурнăçланă май пулакан тата хуçалăхри ытти каяша кĕртеççĕ. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне кĕрекен каяшсен тулли списокне Роспотребнадзорăн 2017 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи «Федерацин каяшсен квалификаци каталогне çирĕплетесси» хушăвĕпе ?Росприроднадзорăн 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 566-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ улшăнусемпе пĕрле/ палăртнă. Регион операторĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне кĕмен ытти каяш хуçисемпе те каяшсене тирпейлесси çинчен килĕшÿ тума ирĕк пур.
— Регион операторĕпе камăн килĕшÿ тумалла?
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлеме каяш хуçисен килĕшÿ тумалла. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисем:
— нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисем?
— уйрăм çуртсен хуçисем?
— производство юхăмĕнче çÿп-çап тăвакан юридици сăпачĕсемпе предпринимательсем.
Килĕшÿ туманни е килĕшÿ тăвасран пăрăнса çÿрени коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлессинчен хăтармасть.
Регион операторĕпе килĕшĕве нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи организацийĕ /управляющи компани, ТСЖ, ЖСК т.ыт.те/ урлă та, çавăн пекех тÿрреммĕн те /тÿрĕ килĕшÿ/ тума юрать. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисем тÿрĕ килĕшÿ тăвассине пухура йышăнаççĕ е управляющи организацийĕн каяша тирпейленĕшĕн регион операторĕ умĕнчи парăма икĕ уйăхран иртсен регион операторĕ хăй тÿрĕ килĕшÿ тăвассине çирĕплетме пултарать. /Раççей Федерацийĕн 2004 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи Çурт-йĕр кодексĕ/ федерацин 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕ/.
— Регион операторĕ хăш самантран коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемшĕн яваплă шутланать;
— РФ Правительствин 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 354-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенче пурăнакансене, пÿлĕмсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли йĕркепе килĕшÿллĕн каяшсене мусоровоза тиенĕ хыççăн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемшĕн яваплăха хăй çине илет.
— Регион операторĕн ĕçĕсен хакне мĕн çине никĕсленсе палăртаççĕ*
— Регион операторĕн ĕçĕсен пĕрлехи тарифне йĕркелесе тăмалла, ăна Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби палăртать.
Регион операторĕн ĕçĕсен хакне палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:
— контейнер лапамĕсенчен коммуналлă хуçалăхри хытă каяша илсе тата тиесе каяссипе çыхăннă тăкаксем;
— хальхи вăхăтра ĕçлекен полигонсенче тата каяшсене тирпейлекен объектсенче Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ тарифсемпе тĕп тунин тата тирпейленин хакне;
— регион операторĕн хăйĕн йĕркелÿ ĕçĕсемпе çыхăннă тăкакĕсене.
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ĕçсемшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине мĕнле палăртаççĕ?
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне Чăваш Республикин территорийĕнчи общество вырăнĕсенче тата пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи коммуналлă хуçалăхри каяшсем пухăннин нормативне, ЧР Строительство министерстви 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 03/1-03/1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ, тĕпе хураççĕ.
Чăваш Республикинче пурăнакансем валли коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:
— коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсем пухăннин çулталăкри вăтам кăтартăвĕ — 2,02 кубла метр?
— регион операторĕн пулăшу ĕçĕсен çирĕплетнĕ тарифĕ?
— хваттерте /уйрăм çуртра/ пурăнакан /ялан е вăхăтлăх/ çынсен шучĕ.
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн паракан тÿлеве мĕншĕн уйрăм йĕркепе çырнă тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсем пек палăртнă?
— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн шутне сивĕ тата вĕри шыв, электроэнерги, ăшă энергийĕн, газ, баллонсенчи газ, кăмака пуррисен хытă топливо, çумăр шывĕсене юхтарнин тата коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленин хакĕ кĕрет /Раççей Федерацийĕн 2004 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи Çурт-йĕр кодексĕн 154 статйин 4, 5-мĕш пункчĕсем/.
— Уйрăм хуçалăх тытакансен регион операторĕпе килĕшÿ тумалла-и?
— Уйрăм çурт е çуртăн пĕр пайĕн хуçин коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлеме регион операторĕпе килĕшÿ тумалла. Килĕшÿ туманни е килĕшÿ тăвассинчен пăрăнни каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлессинчен хăтармасть.
— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяш хуçисен регион операторне суйланă хыççăн мĕн тумалла?
— Каяш хуçин чи малтанах:
— регион операторĕпе коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлеме килĕшÿ тумалла?
— регион операторне пулăшу ĕçĕсемшĕн çирĕплетнĕ тарифсемпе тÿлемелле /федерацин 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕн 1 статйи, 24.7 статйин 1, 2-мĕш пункчĕсем, РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 30, 161, 164 ытти статйисем/.
Аса илтеретпĕр, «Экоцентр» МВК» ООО регион операторĕн сайтĕнче — mvkecocenter.ru — тĕп страницăра Чăваш Республикинче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлес тĕлĕшпе ĕçлессин килĕшĕвĕн проектне вырнаçтарнă.