Курав уçăлнă

Курав уçăлнă

Комсомольски районĕн 80 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ май район администрацийĕн çуртĕнче ÿнер ăстин Василий Софронович Васильевăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ уçăлнă.
Ÿнерçĕ Елчĕк районĕнчи Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ пулин те, кун-çул шăпи ăна çак çулсем тăршшĕпех Каçал тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнма пÿрнĕ.
Курава тăратнă ÿкерчĕксен пуххинче Каçал тăрăхне, çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕсене, илемлĕ чечексене сăнарлани нумай. Ÿкерчĕксенче авторăн хăйнеевĕрлĕхĕ палăрса тăрать. Савăнăçра та, хурлăхра та — тĕрлĕ кунра ÿкернĕ вĕсене.
Пархатарлă та ятлă-сумлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. Василий Васильевăн ĕç биографийĕ анлă та пуян. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш шкулĕнче рисовани, черчени, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Ун хыççăн нумай çул район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçинче тăрăшнă, çак тапхăрта районта «Çĕр тата халăх» музейне уçас, район энциклопедине хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă.
Халĕ те пушă лармасть культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Творчествăллă ăста çын шухăша тем тĕрлĕ вĕçтерме пĕлет. Василий Софроновичăн ĕмĕт-тĕллевĕсем питĕ пысăк. Районăн сумлă юбилейне хатĕрленсе вăл ÿнерçĕсемпе пленэр ирттерме палăртать. Шăпах унта Каçал тăрăхĕн чи илемлĕ те пуян вырăнĕсене сăнласа парĕç. Унăн ăсталăхĕ иксĕлми пулни ÿкерчĕксенче тÿрремĕнех курăнать. Еплерех чуна çывăх вĕсем. Ÿкерчĕксемпе паллашас текенсене курава çитсе курма сĕнетпĕр. Чи илемлĕ ĕçсене шăпах унта пуçтарнă. Василий Софронович пире малашне те чуна пырса тивекен ÿкерчĕксемпе савăнтарассинче иккĕленÿ çук, паллах. Ÿкерчĕксем шăпах районăн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне пулĕç.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *