Карантин пырать

Карантин пырать

Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче урнă чире тупнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса карантин çирĕплетнĕ.
Ялта чĕрчунсем урнă чирпе чирленĕ вырăна пĕтересшĕн, чире малалла сарăлма парасшăн мар. Карантин авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçланнă та икĕ уйăха тăсăлать.
Карантин вăхăтĕнче ялта кушаксемпе йытăсен куравне ирттерме, тискер чĕрчунсене зоопарка илсе каяс тĕллевпе тытма, килти выльăх-чĕрлĕхе сутма юрамасть. Йытăсемпе кушаксене ялтан илсе тухма чарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *