Четверг, 18 апреля

Ача садне – портал урлă

Ача садне – портал урлă

Халĕ ача садне ярас тесен пепке çуралнă-çуралман ăна черете тăратма документсем пуçтарса нумай функциллĕ центра чупмасан та юрать. Çакна килтенех, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тума пулать.
Интернет урлă ачана садике вырнаçтарма ыйтса заявлени çырма çеç мар, черет мĕнле куçса пынине йĕрклеме те пулать. Заявление электрон майпа парас тесен gosuslugi.ru порталта регистрациленмелле, «Ача садне çырăнасси» пулăшăва суйламалла, заявление кирлĕ даннăйсене кĕртмелле. Электрон майпа заявлени пама çак документсем кирлĕ:
— ачан ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕн паспорчĕ;
— ачан представителĕ пулма право паракан документ /енчен те заявление ачан ашшĕ-амăшĕ памасан/;
— ача çурални çинчен калакан свидетельство;
— ача садне черетсĕр е маларах вырăн пама çăмăллăх пуррине çирĕплетекен документ /çакăн пек çăмăллăх пур пулсан/;
— ачана сывлăха çирĕплетекен ушкăна илмеллине ĕнентерекен документ /кирлĕ пулсан/.
Заявкăна панă хыççăн ачана черете тăратни çинчен пĕлтерни килет. Малалла черете çак порталтах сăнаса тăма пулать. Сирĕн черет çитсен, çакăн çинчен заявленире кăтартнă даннăйсем урлă пĕлтереççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *