Воскресенье, 26 мая

Çуралнă енре манмаççĕ

Çуралнă енре манмаççĕ

— Ильинсем çав тери маттур та ĕçчен çемьеччĕ. Çемье пуçĕсем, Вера Прокопьевнăпа Алексей Александрович, иккĕшĕ те ялти учительсем пулнă. Вĕсем Шурутри шкулта ĕçлетчĕç. Вера Прокопьевна — математика, Алексей Алексан-дрович географи предметне вĕрентетчĕ. А.А.Ильин вара учитель çеç мар, директорта тăрăшатчĕ. Ачисене пăхма вара мана шанчĕç. Чи асли Славикчĕ ?Владислав/, унтан Сережа, Таня çитĕнетчĕç. Ашшĕ-амăшĕ шкулта чухне хам пăхнă ĕнтĕ вĕсене. Славик тăватă класс пĕтерсен Ильинсем пурте Кемĕр облаçне тухса кайрĕç. Ялтан тухса кайнăранпа вĕсем килсе çÿренине ас тумастăп 1996 çулта çеç Славик пирĕн тăрăха килсе курчĕ. Ун чухне унпа тĕл пулас тесе ятарласа Шурута кайнăччĕ. Халĕ те района килсе çитмелле тенине илтрĕм те ăна курас ĕмĕтпе пурăнатăп. Вăл тăван тăрăха çитсе курасса шанатăп. Çав тери çывăх вăл мана. Сăнÿкерчĕкĕсене тăтăшах алла илетĕп. Хаçат страницисенче кун çути курнисем кăна. Паллах, хамăн архиври сăнÿкерчĕксене Славика асăнмалăх парнеленĕччĕ. Тăван ен манмасть паттăра, маттур çынна. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр манăн чĕрере.

— Славик, çак ятпа пĕлеççĕ ăна пирĕн тăрăхра, шкулта аван вĕренсе пыракансенчен пĕри пулнă. Вăл яланах кĕнеке вулатчĕ, тавра-курăмне анлăлатма тăрăшатчĕ. Ашшĕ-амăшĕ педагог пулни те витĕм кÿнĕ пулĕ. Çав вăхăтрах «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă» каларăша тĕпе хурса, вăл мĕн пĕчĕкренех çĕршыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленни куç кĕрет. Пĕрле вĕреннĕ ача тĕнчипе паллă çын пулнишĕн паллах савăнатпăр, — тет пĕр класра 4 çул пĕлÿ пухнă Валентина Тарасова.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн Валентина Владимировна пирĕн ыйтăва тивĕçтерсе «Каçал ен» хаçат редакцине шăнкăравласа нумай информацие пĕлме пулăшрĕ. Тавах ăна.
Клавдия Никандровна Алексеева 85 çултан иртнĕ пулин те Владислав Ильина питĕ лайăх ас тăвать. Вăл — вĕсен çывăх тăванĕ.
— Вĕсем Шурут-Нурăс ялĕнче Малти касра пурăнатчĕç. 1959 çулта вĕсем куçса кайма шутларĕç. Ильинсен çемйине мăшăрăм, Зиновий, Канаша лашапах леçсе ячĕ. Пĕррехинче тăван ене курма килсессĕн Славик пирĕн пата та кĕрсе тухнăччĕ. Ун чухне вырăсла пĕлменрен унран чăвашлах çемйи пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана ăнланчĕ, кĕскен чăвашлах хурав пачĕ. Нумай çул иртсен те чăвашла манманни савăнтарчĕ. Унра чăваш юнĕ чупать вĕт. Вăл тăван ене килсе çÿрени те ырă пулăм. 70 çулхи юбилейне тăван енре паллă туни те аван. Эпир ăна кĕтетпĕр, — терĕ Клавдия Никандровна.
— Владислав Ильин вице-адмирал пирĕн тăрăхра, Шурут-Нурăсра çуралса ÿснипе эпир мухтанатпăр, савăнатпăр. Вăл — ял, район, республика, çĕршыв мăнаçлăхĕ. Ачалăхра унпа шкула çÿрени, Шурутри шкулта пĕлÿ пухни асрах-ха. Вăл манран аслăрах пулнă. Апла пулин те шкул хыççăн эпир яланах пĕрле пухăнса вылянă. Владислав кунта çуралса урăх çĕре куçса кайнă пулин те, тăван тăрăха манмасть. Кашни килмессерен «Кунта темĕнле асамлă туйăм туртать мана», — тет вăл яланах. Ахальтен мар çуралса ÿснĕ Малти касса çитсессĕн: «Çак урам маншăн Мускав урамĕсенчен те сарлакарах, илемлĕрех», — тет. Унăн тĕп килĕ сыхланса юлман, паллах, вăл вырăнта халĕ Кошкинсем тĕпленнĕ. Тăван ене пуçласа килсессĕн мĕнлерех савăк кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр эпир ăна: юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа. Вăл хăйне çавăн пек хисеп тăвасса пĕрре те кĕтмен иккен. Çавна май вăл пире чĕререн тав турĕ. Паянхи кунччен те çак саманта аса илет. Эпир унпа яланах тачă çыхăнура. Вăл шăнкăравлама вăхăт тупать. Ялти хыпарсене ыйтса пĕлет, çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланать. Пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнать. Халĕ те Владислав Ильин района, Шурута килессе кĕтетпĕр. Уяв мероприятине тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Эпир ăна яланах хавас! — терĕ «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Никифорович Ершов.
Пирвайхи вĕрентекене никам та манмасть пулĕ. Владислав Ильинăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Валентина Петровна Корытникова пулнă.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *