Çапла калас килет Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Алексеевич Ильин паллă ентешĕмĕр пирки. Ильинсен çемйи Владислав 11 çулта чухне çуралнă тăрăхран ют çĕре куçса кайнă пулин те, мухтавлă ывăла тăван енре манмаççĕ: ăна сума сăваççĕ, хисеплеççĕ, вăл килсе çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Владислав Ильин пушă вăхăт тупса Каçал тăрăхне тăтăшах çитме васкать. Çак вăхăтра вара тĕл пулусем, спорт ăмăртăвĕсем, калаçу сехечĕсем йĕркелеççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн паттăр ентешсем пирки пĕлсе ÿсмелле, вĕсем пек пулма тĕллев лартмалла.
Ентешĕмĕрпе чăннипех те мухтанатпăр. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Вице-адмиралăн кун-çулĕ, унăн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем кишни çыншăн интереслĕ пулĕ. Вăл Шурут тăрăхĕнче çуралнă, кунта пуçласа парта хушшине ларнă, çырма, шутлама, вулама вĕреннĕ, çара уран чупнă, ачасемпе пĕрле вылянă, кулнă. Мĕн пĕчĕкренех моряк пулма ĕмĕтленнĕ-ши вăл? — Юханшыв, тинĕс кашни арçын ачанах илĕртет пулĕ вăл? Унсăр пуçне, çемье альбомĕнче те тăвансен моряк сăнÿкерчĕкĕсем упранатчĕç. Тете, Хура тинĕс флочĕн матросĕ, вăрçă вăхăтĕнче карап çинче вилнĕ. Икĕ сыпăкри пичче, Николай, Калининградра инçет ишев карапĕн капитанĕ пулнă. Çавăн пекех моряксен, пурсăмăр та пĕлекен хастарлăхĕпе пултарулăхĕ — пурте хăйне евĕр романтика.
— Эсир служба çулĕсенче пур тинĕс-океансенче те пулса курнă ĕнтĕ. Асра юлнă самантсем те чылай пулнă пуль…
— Эпĕ шыври çул çÿреве 20 хутчен тухнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ Лăпкă океанра пулнă. Унсăр пуçне, тинĕс полигонĕнче 3—4-шар уйăх хатĕрленни халĕ те асрах. Эпир çулсерен 8 уйăха яхăн шывраччĕ, пĕтĕмпе вара шыв айĕнче — 6 çула яхăн. Кашни экспедици хăйне май кăсăк. Тĕрлĕрен самантсем пулнă, шыв айĕнче çÿресси паттăрла професси анчах мар, чи пирваях, хăрушлăх та. Йывăрлăхсене нихăçан та парăнман. Кунта вăрçă çулĕсенчи легендарлă геройăн Магомед Гаджиевăн сăмахĕсене аса илни вырăнлă: «Нет нигде такого равенства перед лицом смерти, как в экипаже подводной лодки, где либо все погибают, либо все побеждают». Эпир, паллах, ырра шанса ĕçе пуçăнатпăр.
— Шыв айĕн çÿрекен ракетăллă крейсера ертсе пыма сире 34 çултах шаннă. Ĕçĕ çăмăллисен йышĕнче мар ĕнтĕ. Каласа парсамăр, тархасшăн, йывăрлăхсене парăнмасăр тÿсме мĕнле пултартăр?
— Шыв айĕн çÿрекен крейсера çÿретме пачах та йывăр мар, хăнăхсан велосипед пек анчах туйăнать. Ку, паллах, енчен те карапăн тытăмне пĕлсен тата ăна лайăх «туйсан». Ытлашши пăлханнинех астумастăп, хамăр ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Анчах та чылай вăхăт хушши хутлăхра тăнă чухне кăшт йывăртарахчĕ. Вăл вăхăтра туслă калаçупа пĕр-пĕрне пулăшма хатĕрри, ĕçпе тата ырă сăмахпа пулăшни — чи пахи. Ахальтен каламаççĕ пуль ĕнтĕ: «Экипаж — пĕр çемье», — тесе. Командирăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри вăл — пысăк çемьере тăнăçлăх йĕркелесси. Çавна пула командира юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çав вăхăтрах командир çамрăк, опытлă пулни — чи аванни.
— Владислав Алексеевич, эсир чăн-чăн шыв айĕнче ишекен çын кам икеннине калама пултаратăрах…
— Ку, паллах, кăткăс ыйту. Вăл — çамрăк матрос, мичман, офицер. Подводник йышне кĕртнĕ чухне хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке пур: борт хыçĕнчи тăварлă шыва ĕçтереççĕ. Походран таврăнсан пирсри командующие çапла пĕлтереççĕ: «Командующи юлташ! Шыв айĕнче çÿрекен крейсер, похода каяс умĕнхи ума лартнă тĕллеве туллин пурнăçланă! Пурсăмăр та чĕрĕ, сывă. Çĕнĕ заданисене пурнăçлама эпир хатĕр!»
— Пĕр калаçура эсир, подводника мар, унăн çемйине йывăр килет тесе каланăччĕ. Хăвăр çемьепе вулакансене паллаштараймăр-ши;
— Эпĕ халĕ те çаплах шутлатăп. Ку, чăн та, çапла. Эпир: «Экипаж — пĕр çемье», — тетпĕр. Ку çемьере, паллах, тутлă çитереççĕ, каютăра ăшă, хăтлă, кашнин хăйĕн канмалли вырăнĕ пур, тухтăр юнашар. Килте, тăван çемьере вара, апла мар, унти йывăрлăхсене, хĕрарăмăн ытларах пĕччен çĕнсе тухмалла, татса памалла. Çавăнпа та командирăн тепĕр чи йывăр тивĕçĕ — хĕрарăмсен канашне кирлĕ пек йĕркелесе пырасси. Арçынсем ĕçлеççĕ, хĕрарăмсем вара мăшăрĕсем таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Мăшăрăм, Надежда Анатольевна, тухтăрта тăрăшать. Гарнизонсенче, ăçта служба иртнĕ, /пурĕ 20-ме яхăн/ вăл яланах ĕçленĕ — тухтăра практикăсăр килĕшмест. Ачасем валли вара ача-пăча садикĕ пулман. Вăл пур лару-тăруран та мĕнле çаврăнса тухма пултарнă? Ăна хăйĕнчен ыйтмалла. Кирек епле пулсан та, халĕ, ачасем ÿссе çитĕннĕ. Ывăлăм, 1971 çулта çуралнăскер, офицер. Хамăн çулпах кайни маншăн уйрăмах кăмăллă. Вăл — тивĕçлĕ канура. Мăнукăм Сеченов ячĕллĕ медицина университетĕнче вĕренет, кĕçĕнни математика шкулĕнче пĕлÿ пухать. Хĕрĕм те, 1977 çулта кун çути курнăскер, аслă пĕлÿллĕ. Аслă мăнукăм Тимирязев ячĕллĕ Раççей ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Мана мăнуксемпе калаçма, уçăлса çÿреме питĕ кăмăллă, вĕсемшĕн эпĕ савăнатăп.
— Хăвăр çуралнă тăван тăрăха пуçласа эсир хăçан килтĕр? Мĕн туйнине каласа параймăр-ши?
— 1996 çулта, Раççей флотне туса хунăранпа 300 çул çитсен тăван тăрăхра пулни асрах. Мана ун чухне Шупашкарти çарпа тинĕс музейне уçма шаннăччĕ. Ку маншăн пысăк чыс, хисеп. Каярах Комсомольски, тăван Шурут-Нурăс тата Патăрьел районне кĕрекен Аслă Арапуçне çитнĕччĕ. Сăмах май, манăн анне, тава тивĕçлĕ вĕрентекен Вера Прокопьевна Горшкова, шăпах Аслă Арапуçĕнчен.
Мĕн туйнă-ши эпĕ ун чухне?! Ăна сăмахпа каласа ăнлантарма май та çук пулĕ. Кăмăл пăлханăвĕ, чĕре те хĕстерет пек, куçсенче — çутă куççуль… Тăван çĕршыва, хамăн ентешĕмсене пысăк тав тесе калас килни… Вĕсем мĕнле уçă, ырă кăмăллă, пархатарлă! Сире пурсăра та тав!
Нумай çул иртсен тăван шкула кĕни те, паллах, питĕ пăлхануллă. Сăмах май, эпĕ ăна малтанах паллаймарăм та. Аттепе анне ĕçленĕ йывăç шкул вырăнне халĕ кунта икĕ хутлă, кирпĕчрен хăпартнă кермен. Мĕн тери пысăк хавхаланупа кĕтсе илчĕç пире. Чăваш халăхĕн пуян кăмăл-туйăмĕ çиеле çаврăнса тухнăнах туйăннăччĕ, ку вара — мана хумхантарчĕ те, савăнтарчĕ те. Иккĕмĕшĕ, асатте-асаннесен вилтăприйĕсене пуç тайни. Çакă чи пахи.
— Эсир хальхи вăхăтра ăçта ĕçлетĕр? Вăхăтăра епле ирттеретĕр?
— Запаса тухсан та мана канма памарĕç, иккĕмĕш куннех ĕçе чĕнчĕç. В.П.Макеев академик ячĕллĕ Патшалăхăн ракета центрĕн генеральнăй конструкторĕн чĕнĕвне хапăл туса йышăнтăм, халĕ те унтах генеральнăй конструкторăн çумĕнче тăрăшатăп. Ку маншăн çывăх та пĕлекен ĕç. Çар опычĕ малашнехи стратеги аталанăвĕшĕн кирлĕ пулнине палăртма вара уйрăмах кăмăллă.
— Чăваш Енрен тухнисен Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕн пухăвĕсем иртеççĕ. Асăннă организаци çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ панă ĕçре мĕнле вырăн йышăнать?
— «Сыны Отечества» организаци членĕсем çулсерен пуху ирттереççĕ. Вăл, паллах, февралĕн 23-мĕшне лекет, анчах та ку уяв кăна мар, отчетлă-суйлав мероприятийĕ те. Пирĕн организацире хальхи вăхăтра 500 яхăн çын, анчах та унăн шучĕ çулсерен ÿснĕçем ÿсет. Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси — пирĕн организацин тĕп тĕллевĕ. Хамăр организаци ĕçне эпĕ çÿллĕ шая хуратăп, ăна пур çĕрте те кирлĕ пек йышăнаççĕ. Çавăн пекех эпир Раççей, республика шайĕсенче иртекен тĕрлĕрен конкурс-олимпиадăсене, ытти çĕре те хутшăнатпăр. Пирĕнпе тăван ен чăннипех те мухтанма пултарать тесе çирĕплетсех калатăп.
— 2017 çулта Шупашкарта сирĕн парнене çĕнсе илессишĕн республикăра ялта пурăнакан çамрăк волейболистсен 1-мĕш турнирĕ иртрĕ. Ку шухăш хăçан çуралчĕ; Малашне вăййа хутшăнакансен йышне ÿстерес теместĕр-и? Тен, унта хула çамрăкĕсене те хутшăнтармалла?
— Ку вăл «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçин — чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн сĕнĕвĕ. Иккĕленÿсем ку тĕлĕшпе манăн хамăн та пулкаларĕç, ăнланĕç-ши пире терĕм. Ку япала çине кашни тĕрлĕрен пăхать, ку тĕрĕс те.
Мероприятие ирттерме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Юрий Поповпа Петр Краснова тав тăватăп. Çакăн евĕр мероприятисене татах та ирттерĕпĕр тесе шансах тăратăп.
— Владислав Алексеевич, калаçушăн пысăк тав Сире!
Владислав Алексеевич Ильин 1948 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă. 1959 çулта вĕсен çемйи Кемĕр облаçне куçса кайнă. Крапивински район центрĕн вăтам шкулĕнче вăл 11 класс пĕтернĕ. Шкулти мĕнпур предмета юратса ăша хывнă хыççăн Владивостокри С.О.Макаров ячĕпе хисепленекен çарпа тинĕс училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна Владислав 1971 çулта «пиллĕк» паллăпа пĕтернĕ. Çакă ăна малашнехи служба вырăнне суйласа илме май панă. Çамрăк шăпине шанса Камчаткăна суйласа илнĕ. Службăна Владислав шыв айĕнчи атом кимĕре электронавигаци ушкăнĕн командирĕнчен пуçланă.
Пултаруллă офицера, кăштахран, атомлă кимĕ командирне лартнă. Тинĕс-çар академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 34 çулти Владислав Ильина шыв айĕн çÿрекен ракета командирĕ пулма шаннă. 1994 çулта — ентешĕмĕр Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн çумĕ. Çулталăкранах вăл — унăн пĕрремĕш çумне çитнĕ. РФ Президенчĕн 1995 çулхи майăн 5-мĕшĕнчи Хушăвĕпе Владислав Алексеевича вице-адмирал ят парса чысланă.
Н.ГАЛКИН материалĕ тăрăх А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.