Тĕрлемесен чун канмасть

Тĕрлемесен чун канмасть

Унăн кил-çуртне музейпе танлаштарма пулать. Алкумĕнченех тĕрĕ илĕртет куçа. Пÿрте кĕнĕ май тĕлĕнмелли татах тупăнать, кашни стена тĕрĕпе тулнă, алăк каррисене, минтер пичĕсене тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ. Хĕр упраç кунĕ-кунĕпе тĕрĕ умĕнче ларни никама та тĕлĕнтермест, паллах. Тен, хальхи вăхăтра тĕлĕнтерет те. Мĕншĕн тесен çамрăксем ку ĕçпе питех аппаланмаççĕ. Халĕ, çитменнине, чăтăм та çитмест вĕсен. 70 çулти кинемей иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен шур пире тĕрлĕ тĕслĕ çиппе илемлетет.
ВЕРА АППА ТĔРĔ ТĔРЛЕТ. КАМ ВАЛЛИ?
Сăмахăма малалла тăснă май хуравне те каласа хăварам: ачисене, мăнукĕсене, тус-тăванне, хăйне валли тĕрлет. Вера Евдокимовна Александровка ялĕнче пурăнать. Ку ĕçе ачаранах кăмăлланă вăл, хăех тĕрлеме хăнăхнă.
Унăн тĕррисем чăннипех те чуна пырса тивмелле илемлĕ. Хĕрарăмăн тÿсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хăш-пĕр çĕвви çав тери вĕтĕ. Çиппе чиксе туртма куç вăйĕ пайтах кирлĕ-çке. «Тĕрле-тĕрле куçсăр юлатăн тетчĕç, — малалла сăмахлать вăл. — Халĕ те куçлăх тăхăнмастăп. Çур çĕрччен ларни те сахал мар пулнă, пулать те».
Эпĕ пынă вăхăтра та юратнă ĕçĕ алă айĕнчехчĕ. Вера аппа пысăк, хитре чечеклĕ ÿкерчĕке шур пир çине куçарать. «Вăхăта ахаль ирттерес килмест. Пушă вăхăт тупăнсассăнах алла йĕппе çип тытатăп та юрла-юрла ĕçлетĕп»,— тет куçне тĕрĕ çинчен илмесĕр хĕрарăм. Чăн та, пĕр минут та ахаль ларма хăнăхман пулас вăл. Ылтăн алли ватлăхра та канăç тупаймасть, йĕппе çип патнех туртăнать.
Миговоровсем — Вера Евдокимовнăпа Николай Федорович виçĕ ача: Наташа, Лена, Женя — çуратса ÿстернĕ. Унпа пĕрлех пĕр ывăла — Андрея — усрава илсе ура çине тăратнă. Хĕрĕсем Ленăпа Наташа амăшĕ пекех ал ăстисем. Кинĕ Таня та тĕрлеме кăмăллать. Çавах та амăшĕ вĕсенчен ытлашшипех ирттерет. Ара, мăнукĕсем валли те тĕрлет вăл. Вĕсене те пĕрле ĕçе явăçтарать. Паянхи кун маттур хĕрарăм 10 мăнукпа чунтан савăнать. Паян-ыран качча каяканни валли пĕр чăматан тĕрĕ хатĕр унăн. Пĕрне парнелесен теприне хăй валли хăварĕ. «Ку тупрана ук-çалла сутас теместĕн-и;» — кăсăклантăм эпĕ пÿлĕмри илеме ытараймасăр. «Туянас текенсем пур та пулĕ, алă ĕçĕсене сутса курман», — вĕсенчен чунпа уйрăлма йывăррине пĕлтерчĕ Вера аппа. «Тĕрлемесен — чун канмасть», — тет вăл. Çакă уншăн кун-çул девизĕ пекех. Вăл тĕрĕпе чунне йăпатать, савăнать, куна усăллă ирттерет.
ĔÇЧЕН ÇЫН ХИСЕПРЕ
Вера аппа пурнăç çулне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. «Россия» колхозăн чи хастар ĕçченĕ пулнă вăл. Вера Евдокимовна пĕр вăхăт бригадăра ĕçленĕ, сурăхсем те, пăрусем те пăхнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва ка-йиччен дояркăра тăрăшнă. Вăл ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Чылай çул çăмăл мар ĕçре тăрăшнăскер, сывлăхне нумай хавшатнă. Çавна май халĕ тăтăшах сывлăхне çирĕплетет. Тĕрлĕ санаторисенче те пĕрре кăна мар каннă. Миговоровсем яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ĕне, пăру пăхма пĕлтĕр çеç пăрахнă пулин те, паян вăл нумай чăх-чĕп усрать.
— Тивĕçлĕ канури вăхăта тĕрлесе, çыхса, кил-картишĕнче кăштăртатса, мăнуксене пăхса ирттеретĕп, — тет вăл.
Вера Евдокимовна хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хура-шурне курнă. Икĕ хутчен вĕсем тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Çурт, хуралтăсем çĕнĕрен хăпартнă. Унпа пĕрлех ачисене те çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Халĕ вĕсем пурте уйрăм кил-çуртпа пурăнаççĕ. Инçетре мар Наташăпа Женя, çывăхрах, кÿршĕре тĕпленнĕ, Елена Аслă Чурачăкра пурăнать.
Кинемейĕн телейĕ — ачисемпе мăнукĕсенче. Вĕсем — ăрăва тăсакансем, аннене,асаннене, кукамая савăнтаракансем. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра?!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *