
Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсерен авари пулать. 2017 çулта çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ тата 12-ĕн аманнă.
Мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланмасть, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламалли техника çеç. Унпа автотранспорт çÿрекен çул çине тухма юрамасть. Ун прицепĕ — пассажирсем лармалли вырăн мар.
Мотоблок хутшăннипе аварисем ытларах ака-чÿк уйăхĕсенче пулса иртнине палăртмалла. Асăннă техника хуçисене йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтатăп. Ăнсăртран, тимсĕрлĕхе пула инкек курас марччĕ.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.