Çĕр ĕçченĕсем уяр кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. «Тулта кĕркунне, часах çумăрлă кунсем пуçланĕç. Унччен ĕçсене пурне те вĕçлесчĕ,» — теççĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем.
Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти чылай хуçалăхра вырма вĕçленнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ пулин те уй-хир пушанман-ха. Хуçалăхсен ĕçченĕсем техника культурисем çитĕнекен уйсенче тар тăкаççĕ. Тĕслĕхрен, «Родина» тата Минетуллинăн фермер хуçалăхĕсенех илер. Кунти ĕçченсем хальхи вăхăтра рапс хирĕнче тăрăшаççĕ. Ăна хальлĕхе 150 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ те ĕнтĕ.
«Слава картофелю» агрофирмăра, «Комсомольские овощи» ОООра, «Дружба» ЯХПКра, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче çĕрулми анисем çинче ĕçлеççĕ. Асăннă тапхăр тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 183 гектар çинчен 4074 тонна кăларнă. Вăтам тухăç — 223 центнер. Сăмах май, ăна кăçал пирĕн 1021 гектар çинчен пухса кĕртмелле.
Колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать: 8683 тонна утă, 20340 тонна сенаж, 2730 тонна силос янтăланă.
Кĕрхи ака — яваплă ĕç. Хуçалăхсен ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене 4376 гектар çинче акнă. Асăннă ĕçе кăçал районĕпе пурĕ 5051 гектар çинче пурнăçламалла. Сăмах май, ку енĕпе «Урожай» колхоз, «Труд», «Дружба», «Луч», «Восток» ЯХПКсем аван ĕçленине палăртмалла. Кĕрхи çĕртмене 7899 гектар çинче пурнăç-ланă.
В.НИКИФОРОВ,
ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.