Четверг, 25 апреля

90 çулне уявланă

90 çул — çын пурнăçĕнчи паллă, сумлă юбилей. Çакăн пек юбилее çак кунсенче Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Минзайнап Хасанова уявланă.

Вăрăм ĕмĕрлĕ кинемее саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Инна Лепешкина тата Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин килсе çитнĕ.
Вĕсем юбиляра парнесем панă, Раççей Президенчĕ ватă çынсене саламласа яракан çырăва илсе çитернĕ. Минзайнап Камалетдиновна тав сăмахне тивĕçлĕ ватă. Вăл ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *