Пятница, 26 апреля

80-мĕш эстафета иртет

80-мĕш эстафета иртет

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Олимпийский» стадионра прессăн спорт фестивалĕ — «Советская Чувашия» хаçат йĕркелекен икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г. Николаева халалланă республикăри çăмăл атлетика эстафети иртет.
Кăçал ку спорт ăмăртăвĕ 80-мĕш хут пулать. Нумай çул хушшинче çак ăмăртăва пиншер спортсмен хутшăннă. Чи пĕрремĕш хут вара эстафетăна 1932 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче тĕп хулан Хĕрлĕ лапамĕнче ирттернĕ. Унта 31 арçынпа 7 хĕрарăм çеç хутшăннă пулнă.
Палăртмалла: чăннипе эстафета кашни çулах пулман. 1930-40-мĕш çулсенче ăна темиçе хутчен япăх çанталăка пула йĕркелемен. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те ăмăртусем ирттересси çинчен шутламан.
8 теçетке çул хушшинче Хĕрлĕ лапамра кăна мар, залив хĕрринче, «Спартак», «Энергия», «Олимпийский» стадионсенче спортсменсем старта тухнă. Тĕрлĕ çулсенче ку ăмăртăва паллă çăмăл атлетсем хутшăннă: Николай Пуклаков, Валентина Егорова, Алина Иванова, Владимир Андреев, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Елена Грузинова, Людмила Петрова, Сергей Иванов, Татьяна Архипова, Татьяна Арясова, Надежда Ильина, Лидия Григорьева, Ольга Егорова, Светлана Захарова тата ыттисем те.
2015 çулта эстафетăна 1972 çулхи йĕлтĕр эстафетин Олимп чемпионĕ Владимир Воронков, 2004 çулхи 800 метра чупассипе Олимп чемпионĕ, Раççейĕн çăмăл атлетика командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский тата Раççейĕн пляж футболĕн командин тĕп тренерĕ Михаил Лихачев килсе çитнĕ. Пĕр ăмăртура тĕп судья СССР летчик-космонавчĕ Андриян Николаев пулнă. 2004 çултанпа эстафетăна ăна халаллаççĕ.
Старта тухакансем хушшинче чупма юратакансен пĕр ăрăвĕ çеç ылмашăнман. Ашшĕ-амăшĕ хыççăн эстафета патаккине ачисем тытаççĕ, унтан — мăнукĕсем. Çулсерен спорт уявне çемье династийĕсем хутшăнаççĕ. Çемье тапхăрне йĕркелеме пуçланăранпа кăçал 25 çул çитет. Çемье тапхăрĕн пĕрремĕш кубокне пĕтĕм тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕн, РСФСР халăхĕсен Спартакиадин призерĕн Олег Андреевăн çемйи тивĕçнĕ.
Кăçалхи юбилейлă спорт уявĕн программи пуян пулĕ. 10 сехетре ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ иртет, унтан тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсем старта тухаççĕ. Ăмăртăва хутшăнас текенсен маларах заявка памалла. Тĕплĕнрех ЧР Спорт министерствин физкультура тата массăллă спорт секторĕнче 8/8352/62-37-52 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.
Спорта тата сывă пурнăç йĕркине юратакансем, пурне те старта йыхравлатпăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *