Вторник, 23 апреля

Хаçата пĕрле вулатпăр

Хаçата пĕрле вулатпăр

— Район хаçатне — «Каçал ене» — яланах вулама тăрăшатпăр. Ял çыннине ăна та çырăнса илмесессĕн килĕшÿллĕ мар пулĕ. Район хаçатне вуласа пур хыпара та пĕлетпĕр. Хамăр енчи çынсем пирки вуласа пĕлме татах та кăмăллăрах. Акă, нумаях пулмасть çеç Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем пирки чылай материал вуларăмăр. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем чăннипех те маттур, — терĕ «Каçал ен» хаçатпа паллашнă май Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Плешкова.
— Эпĕ кĕнекене, хаçат-журнала алла тытса вулама хăнăхнă çын. Кашни страницине пÿрнепе туйса уçмасан чунра канлĕ мар. Компьютер илĕртмест мана: унта хаçат вуланин техĕмне туяймастăн. Çамрăксем хаçат-журналсемпе, тĕрлĕ информаципе Интернетра паллашаççĕ пулĕ-ха, пирĕн вара аслисен алăпа тытса вулас килет. «Каçал енпе» чылай çул туслă. Унта пичетленекен материалсем кăмăла каяççĕ. Мăшăрпа пĕрле ларсах вулатпăр, — терĕ калаçăва хутшăнса Илья Васильевич.
Ялта пурăнакан çемьесем, çав йышра Плешковсем, хаçатпа туслă пулни чăннипех те савăнтарать. Хаçата ырăпа аса илсессĕн, вăл вулакансен кăмăлне кайсассăн татах та хăпартлануллă кăмăлпа ĕçлес килет. Хаçат ĕçченĕсен çĕнĕрен те çĕнĕрен материалсем çырма вăй-хал хушăнать. Пирĕншĕн чи пахи — вулакан кăмăллă пулни.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *