Вторник, 16 апреля

Тăшмана ятран пĕлмелле

Тăшмана ятран пĕлмелле

14 çул каялла сентябрĕн 3-мĕшĕнче Бесланта пулса иртнĕ ĕçĕн хăрушла картини вăхăт иртнĕ пулин те нумай çын асĕнче. Ун чухне террористсене пула 300 ытла çын вилнĕ, вĕсенчен 150-шĕ — ачасем. Аманнисен шучĕ те сахалах мар — 500 çын.
Раççейре çак куна терроризмпа кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Çавна май республикăра, районта тĕрлĕрен асăну мероприятийĕсем йĕркелерĕç. Унта шкул ачисем, педагогсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Бесланти хаяр кунсене аса илчĕç, документлă фильм пăхрĕç. Тăшман чăннипех те хăрушă. Вăл ачана та, çитĕннĕ çынна та шеллемест. Пĕр шелсĕр вĕлерме пултарни тĕслĕхпе çирĕпленет.
Паянхи кун вара чăннипех те сыхă пулмалла. Ют çынсемпе хутшăнăва кĕмелле маррине, яланах асăрхануллă пулмаллине ачасен те, аслисен те лайăх пĕлмелле. Пирĕн, аслисен, ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстермелле, терроризма хирĕç кар! тăмаллине ăнлантарса памалла. Вăл мĕн тери хăрушă инкек патне илсе çитерме пултарнине кашни çыннăн пĕлмелле.
Çавăнпа та тимлĕ пулар!
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *