Понедельник, 14 октября

Регион операторĕ паллă

Регион операторĕ паллă

Республикăра малашне хыт каяшсемпе ĕçлекен оператора палăртнине илтрĕм. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ кам вăл?
К.КУЗНЕЦОВ.
Ыйту çине район администрацийĕн çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов хуравлать:

— Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ — Чăваш Республикинче «Экоцентр» МВК» ООО. Вăл уçă конкурса хутшăнса коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ пулма ирĕк çĕнсе илнĕ.
«Экоцентр» МВК» ООО Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби тарифсене çирĕплетнĕ хыççăн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисемпе — уйрăм çынсемпе тата юридици сăпачĕсемпе — коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлесси çинчен килĕшÿ тăвать. Пĕрлехи тарифа каяшсен кубла метрĕшĕн 442,22 тенкĕ шайĕнчен çирĕплетеççĕ. Ку чи пысăк виçе шутланать. Урăхла каласан, регион операторĕ хăй тарифĕн пĕчĕкрех виçипе те усă курма пултарать.
Каяшсемпе çыхăннă тÿлеве танлаштарса пăхма ятарласа шутласа пăхнă таблица пур. Сăмахран, 33 тăваткал метрлă хваттер тĕлĕшпе çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕ çапларах пысăкланĕ: унта çын пĕччен пурăнать пулсассăн — тÿлев ÿсмест. Пилĕк çынран тăракан çемьешĕн — 4,6 процент хушăнать. 65, 7 тăваткал метрлă виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пĕр çын кăна пурăнать пулсассăн вара каяшшăн тÿлемелли виçе 2,2 хут чухлĕ пĕчĕкленĕ. Малашне 74 тенкĕ ытларах кăна тÿлеме тивĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, çĕнĕ йĕрке çине куçнă май йăлари хыт каяшсемпе çыхăннă тÿлев хваттер тÿлевĕн квитанцийĕнчен тухса ÿкмелле. Хваттерсен хуçисен çакна та асăрхамаллах — регион операторне те, управляющи компанине те тÿлени пулмалла мар.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *