Пурнăçра чи хакли – кил ăшши

Пурнăçра чи хакли – кил ăшши

Кашни ялах пархатарлă та маттур çынсемпе пуян. Çакăн евĕр хастарсем — ял, район, республика тата Раççей чысĕ, унăн мăнаçлăхĕ. Тĕслĕхрен, Тăманлă Выçли ялĕнче кун кунлакан Потаповсенех илер. Çак ĕçчен те хастар çемьене ял халăхĕ ĕçре маттур, çын хушшинче кăмăллă пулнăран сума сăвать, хисеплет.

— Районта, ял тăрăхĕнче, библиотекăра иртекен мероприятисем халăха ял çыннисен пултарулăхĕпе паллашма, ăна хаклама май туса параççĕ. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕн ĕçчен аллинчен тĕлĕнсе пĕтерме çук: çыхать, тĕрлет, кил-хуçалăх ертсе пырать… Темле пулсан та вăл чун киленĕçĕ валли вăхăт тупатех. Ал ĕç ăстисемпе пирĕн ял та пуян. Вĕсенчен пĕри — Раиса Николаевна Потапова. Унăн ĕçĕсемпе ял тăрăхĕнче, районта иртекен мероприятисенче паллашма май пур, — Тукай ял тăрăхĕнчи ăста алăллă çынсемпе паллаштарать Ольга Андреева пуçлăх.
Раиса Николаевна Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă. Ачаранах вăл ĕçе хăнăхса ÿснĕ.
— Çамрăк чухне, шкулта вĕреннĕ тапхăртах, йĕтем çинче ĕçлени халĕ те куç умĕнче. Колхозсем вăхăтĕнче çĕр улми, выльăх кăшманĕ йăранĕсене çумлама, пуçтарса кĕртме килĕрен пайласа паратчĕç. Çулла çăвĕпех çавăнта тар тăкнă ĕнтĕ, — ачалăхĕпе çамрăклăх кунĕсене аса илчĕ хĕрарăм.
Çул çитсен пĕчĕк Рая тăван ялĕнчи сакăр класлă шкулта пĕлÿ пухма тытăнать, унтан Тăманлă Выçли вăтам шку-лĕнче 9 тата 10 классенче вĕренет. Амăшĕ вĕреннĕ çын хисепре тенине нихăçан та асĕнчен кăларман вăл. Унсăр пуçне, çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе, хĕрупраç Улатăр хулине çул тытать. Кунти пĕр техникумра чиперкке бухгалтер специальнăçне алла илет. Шкулта кăна мар, техникумра та аван ĕлкĕрсе пынăскере направленипе хамăр районти «Сельхозтехникăна» ĕçлеме янă.
— Каярах комбинатра бухгалтерта ĕçлерĕм, ун хыççăн «Заря» колхозра тăрăшрăм. Ун чухне эпĕ çемьеллĕччĕ ĕнтĕ, —тет вăл.
Мăшăрĕпе, Николайпа, Рая пĕр класрах вĕреннĕ. Сăмах май, Николай Андреевич ĕмĕрĕпе учительте ĕçленĕ. Вăл ачасене физика, астрономи тата информатика предмечĕсене алла илме пулăшнă. 42 çул хушшинче мĕн чухлĕ çамрăка пурнăç çулне суйлама пулăшман-ши çак тăрăшуллă та сăпайлă арçын?! Вĕренекенĕсем вĕрентекенĕ пирки халĕ те ырăпа кăна аса илеççĕ, ăна ырă кăмăлĕпе ăсталăхĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ.
Раиса Николаевнăна часах Тăманлă Выçли кирпĕч заводĕнче бухгалтерта ĕçлеме сĕнеççĕ. Хирĕçлемест хĕрарăм, чун юратнипе суйласа илнĕ ĕçре тăрăшма тытăнать. Ĕçтешĕсем ăна ĕçри пуçарулăхпа хастарлăхшăн хисепленĕ, сума сунă. Çитĕнÿсемшĕн вăл пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Çав вăхăтрах вĕсем мăшăрĕпе çурт-йĕр çавăрса, ача-пăча çуратса тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вăрлăхне кура çимĕçĕ. Раисăпа Николайăн ачисем, Андрей, Владимир тата Сергей, пурте аслă пĕлÿллĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене мĕн ачаранах ĕçе юратма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
— Пушă вăхăт тупăнсанах çыхма лараттăм. Ачасене те шкула хам çыхнă свитерсенех тăхăнтартса яраттăм. Каярах тĕрлеме тытăнтăм, — тет Раиса Николаевна хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарса.
Стена çинчи кавирсене хĕрарăм хăех «чун кĕртнĕ», вырăн таврашĕсем те унăн тĕрленĕскерсем.
— Хĕллехи вăрăм каçсене кÿршĕ-аршăпа пĕрле кĕскететпĕр, пурте алă ĕçĕпе вăхăта ирттеретпĕр — тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен чечексем, карçинккасем тăватпăр. Унсăр пуçне эпĕ чĕрĕ чечексемпе питĕ кăсăкланатăп, çавна май вĕсене кил-çуртра та чылай çитĕнтеретĕп. Пÿртре кăна — 52 тĕрлĕ чечек, çуллахи кун пахчара та вăхăта вĕсемпех ирттеретĕп. Хитрелĕх, илем пурин кăмăлне те уçать, вăл савăнăçпа телей, чуна канăçлăх парнелет, — терĕ ăшшăн йăл кулса Раиса аппа.
Унăн сăмахĕнче ултав çуккине кÿршĕ-аршисемпе ял-йыш, пурте пĕлет. Чăнах та, вĕсен кил-çуртĕнче пур çĕрте те чечек çитĕнет. Йĕри-тавра сип-симĕс, сарă, хĕрлĕ, ытти тĕслĕ çеç- кесем куçа илĕртеççĕ, кăмăл-туйăма çĕклеççĕ.
Раиса Николаевнăпа Николай Андреевич халĕ иккĕшĕ те хисеплĕ канура. Апла пулин те вĕсем пачах та алă усса пушă лармаççĕ, май пур таран ачисене пулăшма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах картиш тулли выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
— Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сире мĕн пулăшрĕ; — ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.
— Мăшăрпа пĕр шухăшлă пулса, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, сума суса пурăнсан кăна пурнăç малалла каять, ĕç те кал-кал пырать. Пурнăçра чи хакли — кил ăшши, — терĕ Раиса Николаевна калаçăва вĕçлесе.
Пирĕн, çамрăксен, вĕсенчен тĕслĕх илмелли кăна юлать. Тепĕр чух пурнăç тупсăмне шырама хăтланатпăр, телей мĕнре-ши тетпĕр? Тупсăмĕ вара, чăн та, питĕ ансат — ырăпа пурăнсан, çывăх çынсемпе ачасем сывă тата сывлăхлă пулсан, ĕçе юратсан пурте çитсе пыратех.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *