Понедельник, 14 октября

Пенси инфляцирен хăвăртрах ÿссе пырĕ

Пенси инфляцирен хăвăртрах ÿссе пырĕ

Татьяна Голикова вице-премьер палăртнă тăрăх, пенси тытăмне улшăнусем кĕртни пенси укçине малашне çулталăкра инфляци шайĕнчен ытларах ÿстерме май парать. 2030—2031 çулсем тĕлне Пенси фончĕ федераллă бюджет çинче тытăнса тăма пăрахать.
Вице-премьер çавăн пекех ĕçри дискриминацишĕн яваплăха ÿстересси çинчен те каланă. Çакă чи малтанах пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансене дискриминациленине пырса тивет.
Маларах Владимир Путин правительствăна ĕçпе тивĕçтерекенсене пенси ÿсĕмне çывхаракансене ĕçе илме е вĕсене ĕç вырăнĕнче тытса тăма хавхалантармалли мелсем тупма сĕннĕ. Унсăр пуçне вăл аслă ÿсĕмри çынсене ĕçрен кăларнăшăн тата ĕçе илменшĕн административлă тата уголовлă яваплăх кĕртмеллине палăртнă.
«Административлă яваплăха пăхас пулсан, пирĕн административлă-процессуаллă Кодексра çакăн пек яваплăх çинчен çырнă, ăна вăйлăлатмалла çеç», — пĕлтернĕ Татьяна Алексеевна. Уголовлă яваплăх вара РФ Уголовлă Кодексăн 145 статйипе çыхăнса тăрĕ. Унта сăлтавсăрах ĕçе илменни çинчен каланă.
Вице-премьер нумай ачаллă амăшĕсем тивĕçлĕ канăва мĕнле условисемпе кайнине те пăхса тухнă, 2019—2024 çулсенче кашни çул 127 пине яхăн хĕрарăм çак йĕркепе маларах пенсие тухассине палăртнă. Çакă ача усрава илекенсене те пырса тивет. Опекăна илекенсем вара ку çăмăллăхпа усă курма пултараймаççĕ. Унсăр пуçне ялсенче пурăнакан миллиона яхăн çынна пенси укçине 25 процент чухлĕ хушса тÿлĕç.
«Пенси саккунне улшăнусем кĕртни 6 çул тăршшĕнче 2,9 триллион тенке перекетлеме май парать. Пенси укçисене тÿлесе пыма вара 3,3 триллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Ку цифрăсем Президент сĕннĕ çăмăллăхсене шута илмесен пулаççĕ. Вĕсене вăя кĕртсен вара тата хушма укçа-тенкĕ кирлĕ пулĕ, çакна бюджетра маларах палăртмалла пулать», — уçăмлатнă Татьяна Голикова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *