Вторник, 16 апреля

Владислав Ильинăн юбилей

Владислав Ильинăн юбилей

Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин адмирал званине тивĕçнине унăн кĕçĕн тăван çĕр-шывĕнче виçĕ çул иртсен çеç пĕлнĕ. Çакă Владислав ашшĕ-амăшĕпе 1959 çулта Кемĕр облаçне куçса кайнипе çыхăннă пулĕ. Вăл ун чухне 11 çулхи арçын ача пулнă.
Ачаранах тинĕс çинчен ĕмĕтленекенскер, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн В. Ильин С.О. Макаров ячĕллĕ Тинĕс-çар училищине вĕренме кĕнĕ. 1971 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Краснознаменнăй Лăпкă океан флотĕнче атомлă шыв айĕнчи карап çинче электронавигаци ушкăнĕн командирĕнче ĕçлеме пикеннĕ.
1982 çулта Владислав Алексеевич Тинĕс-çар академине пĕтерсе шыв айĕнчи ракетăллă крейсерăн командирĕнче ĕçлеме пуçланă. Ун чухне вăл 34-ра пулнă.
1994 çулта В.А. Ильинăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ: ăна Мускава Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн начальникĕн çумне куçарнă. Тепĕр çулталăкран вăл асăннă штаб начальникĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă.
Хăйĕн ĕçне чунне парса пурнăçланăшăн Владислав Алексеевич чылай наградăна тивĕçнĕ, çав шутра: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ /1983/, «За военные заслуги» орден, I, II, III степеньлĕ «За безупречную службу» медаль тата ыттисем те.
Владислав Ильин хăй çуралнă тăрăха манмасть. Тăтăшах килсе çÿреме тăрăшать. Çитес тĕл пулу шăпах сентябрĕн 21-мĕшĕнче пулать. Уява районта тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Хаçат страницисенче те маттур ентеш пирки ытларах çырса пĕлтерес килет. Çавна май кам та кам Владислав Ильина лайăх пĕлет е унăн тăванĕсене паллать, çав çынсене редакци ĕçченĕсемпе çыхăнма ыйтатпăр. Телефон: 5-13-00, 5-14-07 е пирĕн пата кĕрсе тухăр! Сирĕнтен хыпарсем кĕтетпĕр.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *