Четверг, 25 апреля

Пĕри — ÿсет , тепри – чакать

Пĕри — ÿсет , тепри – чакать

Чăвашстат «Поголовье сельскохозяйственных животных» ятлă пĕрремĕш кĕнекине тинрех кăна пичетлесе кăларчĕ. Сăмах май, асăннă кĕнеке пурĕ пилĕк томран тăрать. Ăна Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хула таврашĕсенче 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пухса хатĕрленĕ.
Унпа килĕшÿллĕн, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пур тĕрлĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ 197,4 пин шутланать, вĕсенчен 88,3 пин — ĕнесем. Çырав вăхăтĕнче çавăн пекех сыснасемпе сурăхсене тата кайăк-кĕшĕке те шута илнĕ. Сыснасен шучĕ вăл вăхăтра 175,5 пинпе танлашнă пулсан, 201,6 пинĕ — сурăхсемпе качакасем.
Юлашки вунăçуллăхра республикăра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 30 процента яхăн чакни паллă, çав вăхăтрах уйрăм предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсенче вĕсен шучĕ 3,8 хутчен ÿснĕ.
Пур тĕрлĕ хуçалăхсенче те /24 процент/ сыснасен йышĕ чакни ытларах харпăр хăй хуçалăхĕсенче /2,6 хут/ тата уйрăм предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсенче /2 хут/ сыснасен шутне чакарнипе çыхăннă.
Фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсем тăрăшнипе сурăхсемпе качакасен шучĕ вара тăватă хут ÿснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче вĕсен шучĕ 23 процент, харпăр хăй хуçалăхсенче 16 процент чакнă.
Юлашки вăхăтра кайăк-кĕшĕк шучĕ ÿсни палăрать. 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пур тĕрлĕ хуçалăхсенче те чăх-чĕп шучĕ 5471,9 пин пуçпа танлашнă, ку вăл 2006 çулхи çыравпа танлаштарсан, 1,5 хут ытларах. Фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсем кайăк-кĕшĕк йышне 13 хута яхăн, ял хуçалăх организацийĕсем 71 процент тата килти хуçалăхсенче 30 процент таран ÿстерни паллă.
Кĕнекен электронлă версийĕпе эсир, хисеплĕ вулакансем, Чăвашстатăн официаллă сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Т

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *