Кадет корпусĕ уçăлнă

Кадет корпусĕ уçăлнă

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетовăн ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне уçнă. Уява сумлă хăнасем хутшăннă: РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместителĕ Сергей Дронов генерал-лейтенант, Совет Союзĕн Геройĕн, летчик-истребителĕн Александр Кочетовăн мăнукĕн ачи, Олимп чемпионки Аделина Сотникова тата ыттисем.
Сумлă хăнасем кадет корпусĕ умĕнчи парка пăхса çаврăннă. Ăна хула çыннисем ыйтнипе, федераллă центр панă субсидисемпе, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса туса лартнă.
Михаил Бабич çакăн пек чаплă кадет корпусне туса хута яма пултарнăшăн ЧР Правительствине, РФ Оборона министерствине, «Ренова» компанисен ушкăнне, Шупашкар хула администрацине, ЧР ветерансен пĕрлешĕвне, строительсене тав тунă.
Михаил Игнатьев çĕнĕ кадет корпусĕ патриотизм туйăмне аталантарма, ăс-хакăл пуянлăхне çирĕплетме, историпе культура йăлисене тытса пыма пулăшасса шаннине палăртнă. Кадетсене вăл лайăх вĕренме, ÿт-пĕве пиçĕхтерме суннă.
Палăртмалла: кадет корпусĕнче ачасене пĕлÿ илме пур услови те пур. Унта хушма уроксем ирттерме ятарлă кабинетсем те йĕркеленĕ: хореографи залĕ, слесарь-столяр мастерскойĕ, робототехника кабинечĕ, ÿнер кабинечĕ, шахмат занятийĕсен кабинечĕ тата ытти те. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем валли пысăк спортзалсем пур.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ çĕнĕ Чăваш кадет корпусĕнче районти икĕ ача пĕлÿ пухать. Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Динăпа Александр Александровсен ывăлĕ Станислав, асăннă ялти вăтам шкулта 8-мĕш класра пĕлÿ пухнăскер, кадет класне вĕренме кайма ахальтен шутламан. Чи малтанах ăна çар çынни пулас ĕмĕт çунатлантарнă. Ашшĕ-амăшĕ те ывăлĕн çулне ырланă.
— Шупашкар хулинче хута каймалли кадет корпусне ачасене вĕренме йышăннине чи малтанах район хаçатĕнче вуласа пĕлтĕмĕр. Ун хыççăн вара ырă хыпара çемьере сÿтсе яврăмăр та, ывăла вĕренме яма шутларăмăр. Кирлĕ документсене хатĕрлерĕмĕр, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăмăр. Халĕ пирĕн ывăл кадет класĕн вĕренекенĕ, — савăнăçне пирĕнпе пайларĕ Дина Павловна.
Комсомольскинче пурăнакан Надеждăпа Вячеслав Григорьевсен усрава илнĕ ывăлĕ Стасик Мослов та 8 «в» класра пĕлÿ пухать. Надежда Юрьевна пĕлтернĕ тăрăх, арçын ачана çирĕп йĕркепе пурăнни килĕшÿллĕрех. Çавăнпа вĕсем кадет корпусĕнче пĕлÿ пухма тĕв тунă.
— Кадет корпусĕнче вĕренни малашнехи пурнăçра нумай пулăшĕ. Пĕрремĕшĕ — професси суйласа илме, иккĕмĕшĕ — сывлăх енчен, виççĕмĕшĕ аталану çул-йĕрĕ. Çавăнпах пулĕ çак вĕренÿ учрежденине суйласа илтĕмĕр. Ывăл чăн-чăн Раççей патриочĕ пулса çитĕнессе шанатăп, — терĕ Надежда Юрьевна.
Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Паянхи кун Чăваш Енре тата Раççейре пурăнакансен историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлать. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан 11 проектăн та малашлăхĕ пысăк. Чăваш кадет корпусне «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Кунта ачасем хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен тарăн пĕлÿ илĕç, Раççейĕн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнĕç.
ДИНА АЛЕКСАНДРОВА:
— Сентябрĕн 1-мĕшĕ, пĕлÿ кунĕ, пирĕн çемьешĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ: пирĕн аслă ывăл Станислав кадет класĕнче вĕренме тытăнчĕ. Манăн савăннипе куç та шывланчĕ. Кадет корпусĕнче вара чăннипех те хăтлă та илемлĕ. Кунта ачасене тарăн пĕлÿ илме пур услови те çителĕклĕ. Республика ертÿлĕхне, ытти яваплă çынсене çакнашкал хитре кадет корпусне пирĕн республикăра хута яма вăй çитернĕшĕн чĕререн тав тăватăп.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *