Суббота, 20 апреля

Шкулсенче — сывлăх отрячĕсем

Шкулсенче — сывлăх отрячĕсем

Патшалăх политикин вĕренÿ сферинчи приоритетлă енĕсенчен пĕри — сывă пурнăç йĕркине анлăн сарасси. Çавна май ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн» проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççей шкул ачисен юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Пĕтĕм Раççейри волонтерсен юхăмĕн регионти уйрăмĕпе тата ЧР Стоматологсен ассоциацийĕпе пĕрле республикăри шкулсенче «ЗОЖ отрячĕсем» йĕркелесшĕн.
Раççей шкул ачисен юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн координаторĕ Наталья Иванова палăртнă тăрăх, сывлăх отрячĕсене сентябрьте шкул ачисен юхăмне хутшăнакан кашни шкултах туса хурасшăн. Хальлĕхе çакăн пек шкулсем 76. Çак отрядсен тĕп тĕллевĕ — шкул ачисем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Отрядсем сывă пурнăç йĕркине анлăн сарма, Интернет пăхăнăвне лекесрен асăрхаттарма, медицинăн паянхи сиплев мелĕсемпе паллаштарма ятарлă проектсем хатĕрлĕç. Çак проектсене вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче пурнăçа кĕртĕç. Проектсем, паллах, волонтерсен юхăмĕпе çыхăннă.
Çак тата ытти темăсене августăн 24-мĕшĕнче республикăри педагогсен канашлăвĕнче сÿтсе явнă. Унта ЧР Стоматологсен ассоциацийĕн президенчĕ Елена Загребаева та хутшăннă. Елена Анатольевна «Сывă шăлсем — сывă ачасем — сывă наци» волонтер юхăмĕ çинчен каласа панă.
Канашлăва хутшăннисем шкулсенче сывă пурнăç йĕркин отрячĕсене туса хурас енĕпе килĕштерсе ĕçлемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *