Понедельник, 14 октября

Пенси тытăмне улшăнусем кирлĕ

Пенси тытăмне улшăнусем кирлĕ

Кăçалхи июнĕн 16-мĕшĕнче Правительство Патшалăх Думине пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунăн проектне кĕртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — пенси тытăмне стабильлĕ тăвасси, паянхи тата пулас пенсионерсен пенсийĕсене тивĕçлĕ шая çитересси.

Августăн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен халăх умне тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, пенси тытăмне улшăнусем кĕртмелли куç кĕрет. Çакă паянхи кун çивĕч тăракан демографи ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Паян пирĕн ĕçлеме пуçлакан çамрăксем, аслă çултисемпе танлаштарсан, питĕ сахалăн. Вĕсем пенси фондне куçарса пыракан укçа хальхи ватăсене пенси тÿлеме каять.
Паллах, пенси ÿсĕмне ÿстерес тени кашни çыннах шухăшлаттарать. Хăшĕсем тивĕçлĕ канăва тухса ачисене, мăнукĕсене ытларах тимлĕх уйăрасшăн, теприсем вара ĕç укçи çумне пенси илсе лайăхрах пурăнасшăн. Паянхи кун нимĕнле улшăну та кĕртмесен, тепĕр 7—10 çул пенси системи тытăнса тăраять, ун хыççăн вара мĕн пулса тухасси паллă мар. 2005 çулта кашни пенсионер шутне 1,7 ĕçлекен гражданин лекнĕ, 2019 çулта вара ку кăтарту 1,2 ĕçлекен çынпа танлашĕ. Халĕ нимĕнле мера та йышăнмасан, паянхи тата пулас пенсионерсен тупăшне сыхласа хăварма май килмĕ.
Владимир Путин каланă тăрăх, пенси тытăмне улшăнусем кĕртсен, малашнехи 6 çул тăршшĕпе ĕçлемен пенсионерсен пенси шайне çулсерен 1 пин тенкĕ ÿстерсе пыма май пулать. Çапла вара 2024 çулта вăтам пенси 20 пин тенкĕпе танлашĕ /халĕ вăл 14 144 тенкĕ/.
Раççей Президенчĕ çĕнĕ улшăнусене халăха валли май килнĕ таран çăмăллатма тĕрлĕ енлĕ сĕнÿсем панă. Чи малтанах вăл хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне 63 çулччен мар, 60 çулччен ÿстерме сĕннĕ. Нумай ачаллă амăшĕсене маларах пенсие ямалли çине тимлĕх уйăрнă. Çапла вара виçĕ ачаллă амăшĕ ыттисенчен 3 çул маларах, 4 ачаллă амăшĕ 4 çул маларах тивĕçлĕ канăва тухĕ. 5 тата ытларах ачаллă хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне вăл паянхи пекех — 50 çул — сыхласа хăварма сĕннĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, паянхи кун пенси ÿсĕмне çитсе пыракансем ку улшăнусене йывăррăн йышăнĕç. Çавăнпа та кивĕ саккунсем тăрăх çитес икĕ çулта пенсие каймалли граждансем валли ятарлă çăмăллăх тусан аван. Вĕсем пенсие çĕнĕ пенси ÿсĕмĕнчен 6 уйăх маларах кайма пултарĕç. Тĕслĕхрен, çĕнĕ пенси ÿсĕмĕ тăрăх 2020 çулхи январьте тивĕçлĕ канăва каймалли гражданин çакна 2019 çулхи июльтех тума пултарĕ.
Пенси çулне çывхарса пыракан çынсене мĕн хăратать-ха? Паллах, ĕçсĕр тăрса юласси. Çавăнпа та Владимир Путин аслă ÿсĕмри граждансен ĕç рынокĕнчи интересĕсене хÿтĕлеме хушма гарантисем пама сĕннĕ. Куçăм тапхăрĕ вăхăтĕнче пенси çулне çывхарса пыракан ÿсĕм 5 çулпа танлашмалла. Ĕç паракансене çак ÿсĕмри граждансене ĕçрен кăларса янăшăн е çынна çулĕсене кура ĕçе илменшĕн административлă е уголовлă явап тыттармалла.
Аслă ÿсĕмри специалистсен опычĕ пысăк, вĕсем шанчăклă, дисциплинăна пăхăнакан ĕçченсем. Вĕсем предприятисемпе компанисене пысăк усă кÿме пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен те квалификацие ÿстермелли, çĕнĕ пĕлÿсене вĕренмелли май пулмаллах. Енчен те пенси çулне çывхарса пыракан гражданин хăех ĕç пăрахма шутланă, хальлĕхе çĕнĕ ĕçе вырнаçайман пулсан, унăн социаллă гарантийĕсем çирĕп пулмалла. В.Путин пенси çулне çывхаракан ĕçсĕррисене паракан пособие 4900 тенкĕрен 11280 тенкĕ таран ÿстерме, çак суммăна çулталăк тăршшĕпе тÿлесе тăма сĕннĕ. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсен асăннă категорири граждансене çулсерен тÿлевсĕр диспансеризаци витĕр тухма 2 кун памалла.
Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ Çурçĕрти сахал çынлă вырăнти халăхсене пенсие ярассине паянхи пекех сыхласа хăварма сĕннĕ. Ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, халĕ ĕçлемен пенсионерсене пенси çумне 25 процент хушса тÿлемеллине пĕрре мар сÿтсе явнă. Çак тÿлевсене çитес çул пуçламăшĕнче пурнăçа кĕртме пуçласан аван пулмалла.
Паянхи кун тивĕçлĕ канăва вăхăтсăр тухма хĕрарăмсене 40 çул, арçынсене 45 çул ĕç стажĕ кирлĕ. Президент ку кăтартăва хĕрарăмсем валли 37 çулпа, арçынсем валли 42 çулпа танлаштарма сĕннĕ.
Юлашкинчен вăл куçăм тапхăрĕ валли пур федераллă льготăна та сыхласа хăвармалли çинчен каланă. Çынсем куçман пурлăх тата çĕр налукĕсемпе пенсие тухнă хыççăн çеç усă курнă. Халĕ вара, пенси тытăмне улшăнусем кĕртнĕ вăхăтра, ку льготăсемпе хĕрарăмсем 55 çул, ар çынсем 60 çул тултарсан усă курма пултарĕç. Çавăн пекех регионсенчи льготăсене сыхласа хăварсан та аван пулмалла.
«Малалла тăсса пыма юрамасть. Ку экономикăна тата социаллă сферăна йывăрлăха кĕртсе ÿкерĕ, миллион çыннăн шăпи çине япăх витĕм кÿрĕ. Пирĕн маларах е каярах çакна тума тиветех. Мĕн чухлĕ каярах, çавăн чухлĕ йывăртарах пулĕ. Пирĕн малалла аталанмалла. Чухăнлăха çĕнтерсе аслă ăру çыннисем валли тивĕçлĕ пурнăç туса памалла», — палăртнă Владимир Владимирович.
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *