«Кино каçĕ» акци

«Кино каçĕ» акци

Ялта кино пуласса илтсен клуба еплерех васканине аслăрах çулхи çынсем астăваççех ĕнтĕ. Пĕр-пĕр илемлĕ фильма курма пухăннисене ларма вырăн çитмесен ура çинче тăрса курни те сахалах пулман. Хальхи вăхăтра, телевизорпа видеодисксем пулнă май, çынсем кăмăла каякан фильмсене килтех курма пултараççĕ. Çапах та ку сарлака экран çинчине çитместех ĕнтĕ. Паллах, хулара пурăнакансен кинотеатрсене, кинопроката тухакан çĕнĕ фильмсене курма майĕ самай чылайрах, апла пулин те ку ырлăхпа халĕ ялсенче те усă курма пултараççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, августăн 25-мĕшĕнче çĕршывра «Кино каçĕ» акци виççĕмĕш хут иртрĕ. Çав каç Чăваш Енре 123 площадкăра — кинотеатрсенче, кинопрокат заведенийĕсенче, культура çурчĕсемпе керменсенче, библиотекăсенче, уçă сывлăшра — тÿлевсĕр сеанссем иртнĕ.
Районта «Кино каçĕ» акцие августăн 24-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Çак кун ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсенче те нумай меро-прияти иртнĕ. Тĕслĕхрен, Урмаелĕнчи «Урмай» кинозала та халăх чылай пухăннă. Районти культурăпа кану çурчĕн директорĕ Мария Илларионова пухăннисене акципе саламланă. Кинозала килнисем çак каç К.Дружинин режиссерăн «Танки», Д.Тюринăн «Рубеж», Д.Дьяченкăн «Последний богатырь» фильмсемпе, çавăн пекех кашни сеанс умĕн «Курская битва-75» роликпе паллашнă. Кашниех кинори паттăрсемпе пĕрле куляннă та, савăннă та.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *