Четверг, 25 апреля

Ветерансем палăк лартасшăн

Ветерансем палăк лартасшăн

Паян хаçат вулаканĕсене Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Комсомольскинче пурăнакан Николай Смирновпа паллаштарасшăн. Вăл 1967—1969 çулсенче Потсдамра службăра тăнă. Демобилизаци хыççăн Комсомольскинчи «Сельхозтехникăра» водительте, унтан Комсомольскинчи КРСра механикра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен «Комсомольский» совхозра директор çумĕнче ĕçленĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн вăл нумай грамотăна, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 2016 çултанпа ГСВГ ветеранĕсен районти уйрăмĕнче вăй хурать.
Çак организацин ĕçĕ питĕ курăмлă. Акă, 2016 çулхи августăн 31-мĕшĕнче районта пĕрремĕш хут Совет çарĕсен ушкăнне Германирен илсе тухнине анлăн уявланă, каярах Çĕнĕ Сĕнтĕр — Нĕркеç — Тукай Мишер — Луцки — Асанкасси — Комсомольски ялĕсем тăрăх авточупу йĕркеленĕ. Çавăн пекех волейболпа ăмăртусем иртеççĕ, çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе чыслаççĕ. Унсăр пуçне ГСВГ ветеранĕсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет классне шефа илнĕ, вĕсене вĕренме Калашников автомачĕпе тата Макаров пистолечĕпе тивĕçтернĕ.
Николай Иванович палăртнă тăрăх, асăннă организаци пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене тата ГСВГ ветеранĕсене халалласа палăк лартас енĕпе те нумай ĕçлет. Ĕçре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Смирнов, Радислав Смирнов, Александр Смирнов тата Петр Кузьмин чылай пулăшаççĕ. Хастарсем Екатеринбург хулинчен çар танкне турттарса килсе ăна палăк пек вырнаçтарса лартасшăн. ГСВГ ветеранĕсем тума пуçланă ĕçе вĕçне çитерессе шанас килет. Эпир те, район çыннисем, вĕсене ку ĕçре май пулнă таран пулăшма пултаратпăр.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *